System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.lxvwvnmb.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.lxvwvnmb.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Адаптированная рабочяя программа по предмету "Родной (чувашский) язык" / МБОУ "Большешигаевская ООШ" Мариинско-Посадского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

С 1 февраля 2020 года начинается прием заявлений в 1 класс 2020-2021 учебного года
Директор
Карпов Василий Михайлович
Общие сведения об образовательном учреждении
Основные сведения
Руководство. Педагогический состав
Структура и органы управления образовательной организацией
Документы
Образование
Образовательные стандарты
Материально- техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Платные образовательные услуги
Финансово-хозяйственная деятельность
Вакантные места для приема
История школы
Модернизация системы общего образования
Наличие условий организации обучения и воспитания обучающихся с ограниченными возможностями здоровья и инвалидов
План по улучшению качества работы МБОУ "Большешигаевская ООШ" по результатам независимой оценки качества оказания услуг в 2017 году
Баннеры
Архив баннеров
Наши достижения
Информация о среднемесячной заработной плате руководителя
Мунципальное задание на 2019 и на плановый период 2020- 2021 годов
Мунципальное задание на 2019 и на плановый период 2020- 2021 годов
Независимая оценка качества образования
План НОКО
Сведения о доходах
Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской Республике
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Адаптированная рабочяя программа по предмету "Родной (чувашский) язык"

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большешигаевская общеобразовательная основная школа»

 Мариинско-Посадского района Чувашской Республики

 

«РАССМОТРЕНО»                                        «УТВЕРЖДЕНО»

на заседании педагогического                     приказом № _____

совета                                                            от ___________ 2018 г.

(протокол № ___ от ____ 2018г.)

 

                                                                 

 

 

Адаптированная рабочая программа

«Родной (чувашский) язык»

9 класс

 

                                        

    

 

 

                                                                    Составитель: Редькова Ирина Ивановна,

 учитель родного (чувашского )языка;

первая квалификационная категория

   

                   

 

 

         

 

«Согласовано»

Заместитель  директора по УВР

   ____________  С.М.Васильева

    ___________          2018 г.

 

 

 

 

 

 

 

2018-2019      учебный

 

 

           Программǎпа вĕрентмелли кĕнеке:

Чǎваш чĕлхи: 8-9 класс валли. Хушса çĕнетнĕ 2-мĕш кǎларǎм/ И.А. Андреев.- Шупашкар: Чǎваш кĕнеке издательстви. 2009

Андреев В.Ю. Чǎваш чĕлхи. Электрон  вĕренÿ пособийĕ. 8 класс.

 Ěç программиппе çулталăкра 51 сехет вĕрентме палăртнă.

 Эрнери сехетсен шучĕ – 1,5.

 

 

9-мĕш класăн ĕç программине 5-9 классем валли тĕслĕх програмине тĕпе хурса хатĕрленĕ,  «Чăваш чĕлхи» программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ.

 

Тĕллевĕсем

1)        Калаçура тата çырура тĕл пулакан йăнăшсене тÿрлетесси ;

2)        Ачасен тавракурăмне ӳстересси

Задачисем

1)        Каланине ăнланасси, кĕскен каласси;

2)        Диалог тата монолог тăвасси;

3)        Çывăх çынсем, чĕрчунсем,шкул,хула, ял, çут çанталăк çинчен класси ,вуланине каласа парасси

Воспитани

1)        Çĕршыва юратасси, хитрелĕхе , тасалăха курма вĕрентесси;

2)        Пĕр ӳсĕмри ачасемпе , аслисемпе туслă пуласси

Коррекци тĕллевĕ

1)        Çыхăнуллă пуплеве, вулава, ачасен шухăшлавне  аталантарасси;

2)        Урокра курнă материала пурнăçра уса курма вĕрентесси;

3)        Çыру, вулав ĕçĕсенче пулакан йăнăшсене тупасси;

4)        Вуланă май словарьпе усă курма пулăшу парасси

 

 

 

1.Ачан вĕренÿ  результачĕсем

 

9-мĕш класра вĕренекенсем çакна тума пултармалла:

  вĕренÿ ĕç-хĕлĕ тĕлĕшĕнчен:

- пĕлеслĕх тĕллевне хăй тĕллĕн уйăрма, палăртма, пурнăçа кĕртме;

- вĕренÿ задачисене тĕрлĕ мелпе шутлама;

- конкретлă условие кура задачăсене шутламалли тухăçлăрах мелсене суйласа илме;

- творчествăлла тата шырав проблемисене татса пама май паракан алгоритмсене хăй тĕллĕн тума;

- текстсенчи кирлĕ информацие шыраса тупма, палăртма;

- информаци паракан хатĕрсемпе ĕçлеме (вĕренÿ кĕнекипе, ĕç тетрачĕпе);

- ыйтусем пама;

- вĕренÿ ĕç-хĕлне хутшăнма;

- хутшăну задачисемпе тата чăваш чĕлхин нормисемпе килĕшÿллĕн калаçу йĕркелеме, вуланă текста каласа пам:

- вĕренÿ ĕçĕнче аслисемпе тата пĕр ÿсĕмри ачасемпе хутшăнма;

- планпа ĕçлеме, хайĕн ĕçне планлама;

- хайĕн ĕçне результатне кура тĕрĕслеме;

- йывăрлăхсене çĕнтерме, вĕсене татса памалли майсене тупма;

- кăтартса панă йăнăша курма, ăна аслисем каланă пек тÿрлетме;

- аслисемпе, пĕр ÿсĕмри ачасен хаклавне тĕрĕс ăнланма;

итлессипе:

– вĕреннĕ чĕлхе материалĕпе çырнă текстсене итлесе ăнланмалла;

– текст содержанийĕ пирки панă ыйтусене хуравламалла;

– вĕрентекен каланине итлесе, тÿрĕ пуплевлĕ предложенисен интонацине ăнкармалла;калаçассипе;

– пĕр-пĕр çын çинчен, унăн çул ÿсĕмĕ, ăçта пурăнни, мĕн ĕçлени, мĕнпе кăсăкланни çинчен, тĕрлĕ япаласем çинчен каласа пама

 пĕлмелле;

– кирлĕ ыйтусем памалла;

– ыйтусене кĕскен, туллин, икĕ-виçĕ предложенипе хуравламалла;

– диалога улшăнусем кĕртме пĕлмелле;

– тивĕçлĕ лару-тăрупа (ÿкерчĕкпе) килĕшÿллĕн диалог йĕркелемелле (кашни енĕнчен 8-9 предложени);

– курни-илтни, вулани çинчен харпăр шухăшне калама е сÿтсе явма; çанталăк çинчен, юмахсемпе мультфильмсенчи сăнарсем çинчен,

кун йĕркине тытасси çинчен, Чăваш енри йывăç-курăк çинчен, уявсем çинчен каласа пама пултармалла;

– панă темăна уçса парса каламалла (8-9 предложени);

– итленĕ текста каласа памалла;

– ÿкерчĕк çинчен каласа памалла;

вулассипе:

– вĕренÿ тексчĕсене ăсра тата сасăпа, вĕсен содержанине ăнланса вуламалла, кирлĕ чухне страница вĕçĕнчи асăрхаттарусемпе,

словарьпе усă курмалла;

– вĕренÿ тексчĕсене ăсра тата сасăпа вĕсен пĕтĕмĕшле содержанине ăнланса вуламалла;

– текста пĕлтерĕш тăрăх пайăн-пайăн уйăрмалла;

– текста кирлех мар информацие кăларса кĕскетмелле;

– текста улшăнусем кĕртмелле: глаголсен сăпат, хисеп, вăхăт формисене улăштармалла;

– сăвăсене илемлĕ вуламалла, программăра кăтартнă 2 сăвва пăхмасăр калама пĕлмелле;

   çырассипе:

– калупа çыру тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан сăмахсене çырма пĕлмелле;

– мăшăр хупă сас паллиллĕ сăмахсене тĕрĕс çырма пĕлмелле;

– лексика тата грамматика хăнăхтарăвĕсене харпăр хăй тĕллĕн тĕрĕс пурнăçламалла;

– япаласен ÿкерчĕкĕсен ячĕсене çырма, унта çĕнĕрен вĕренсе пĕлнĕ сăмахсене кĕртмелле;

– вуланă текст тăрăх панă ыйтусене çырса хуравламалла;

– кĕнекесен, журналсен, картинăсен, илемлĕ хайлавсен ячĕсене кавычкăна илме пĕлмелле;

– саламлă çырусем çырма пĕлмелле.

 Коррекци тĕллевĕ:

- çыхăнуллă пуплеве, илемлĕ вулава, ачасен шухăшлавне аталантарасси;

- урокра вĕренне материала пурнăçра  усă курма вĕрентесси;

         - çыру, вулав ĕçесенче пулакан йăнăшсене тупса палăртасси;

- вулана май словарьпе усă курма пулăшу парасси.

Итлесси

8 класра йĕркеленнĕ пĕлÿсене тата хăнăхусене аталантарасси: ачасем вĕрентекен хушăвĕсемпе кĕске пĕлтерĕвĕсене тата юлташĕсем каланисене итлесе ăнланасси.

Текст содержанине туллин ăнланса илмелли пĕлÿсене тата хăнăхусене аталантарасси

Текстăн тĕп содержанине ăса хывса ăнланмалли пĕлÿсемпе хăнăхусене аталантарасси.

 

Калаçасси

Çанталăк çинчен каласа парасси (халĕ мĕнле çанталăк: ăшă е сивĕ, çумăр, юр çăвать е уяр, хĕвел пăхать т.ыт.те), çулталăк вăхăчĕсем (пĕр-пĕр вăхăтра çут çанталăкăн мĕнле пулăмĕсем палăраççĕ: çумăр, юр; ачасем çулталăкăн ку е вăл вăхăтĕнче мĕн-мĕн тăваççĕ).

Пĕр класра вĕренекен ача çинчен каласа парасси: вăл миçере, унăн сăнĕ-пичĕ, тумтирĕ, вăл мĕн тума юратать. Юратнă уяв (мĕнле уяв вăл: хăçан килет, ăна мĕнле паллă тăваççĕ), юратнă апат-çимĕç.

Кĕске калавсем хăйласси: çулла ăçта пулни, унта мĕн курни çинчен, мĕн-мĕн ĕçлени, сывлăха епле çирĕплетни çинчен. Шкул çинчен, кружоксем çинчен, юратнă учительсем, вĕренÿ, расписани çинчен (хăш-хăш кун мĕнле предметсем пулаççĕ). Мĕн тума юратни çинчен, килти юратнă чĕр чун çинчен (мĕн ятлă, миçере, кăмăлĕ, кĕлетки мĕнле, унăн тĕсĕ, мĕн-мĕн çитеретĕн ăна). Зоопаркра курнă пĕр-пĕр тискер чĕр чун çинчен.

Юлташа (пĕр класра вĕренекене) ăçта та пулин каймашкăн чĕнме, сĕннипе килĕшме е хирĕçлеме хăнăхасси. Юлташран ерçÿллĕ вăхăтра мĕн-мĕн туни, мĕн тума кăмăллани, çссен кам пулма ĕмĕтленни çинчен ыйтса пĕлесси. Çуллахи кану, юратнă уяв (ăна епле ирттерни) çинчен калаçасси. Пĕр-пĕрне, пĕлĕшсене, хурăнташ-тăвансене саламлама, ырă сунма, саламланине хуравлама хăнăхасси.

Вуланă текст тăрăх ыйтусем парасси, унăн содержанийĕпе килĕшÿллĕн калаçма хутшăнасси.

Сĕннĕ йĕрке тăрăх текст содержанине каласа парасси, ыйтуллă предложенисенчен, тĕп сăмахсенчен тата çирĕплетÿ пуплевĕсенчен тăракан план хатĕрлесси.

Вуланине е курни-илтнине сÿтсе явмалли пĕлÿсемпе хăнăхусене аталантарасси.

Текст содержанине сăмахпа уçса парасси.

Текста улăштармалли пĕлÿсемпе хăнăхтарусене йĕркелесси.

Панă тĕслĕхсем тăрăх диалогсем йĕркелесси.

Диалогсем тăрăх инсценировкăсем хатĕрлесси.

Ϋкерчĕк тăрăх калав хатĕрлесси.

Вуласси

Сасăпа вулас ăсталăха ÿстересси. Ăсра вуламалли хăнăхăва аталантарасси.

Сăмах вĕççĕн ăса хывнă сăмахсене тата сăмах çаврăнăшĕсене вуласа ăнланасси.

Вĕренÿ тексчĕсене ăсра е сасăпа вуласси, вĕсенчен кирлĕ информацие суйласа илесси, кирлĕ май страница вĕçĕнчи асăрхаттарусемпе, словарьсемпе усă курасси.

Вĕренÿ тексчĕсене ăсра е сасăпа вуласси: вĕсенчен кирлĕ информацие ăса илесси, унпа харпăр хăйĕн пуплевĕнче усă курасси, çавăн пекех, чĕлхе материалне сăнаса, сăмахсене мĕнле каланине тата çырнине, сăмах пулăвĕн çыхăнăвĕсене, сăмах улшăнăвĕн сăлтавĕсене палăртасси.

Вĕренÿ тексчĕсене ăсра е сасăпа вуланă май вĕсен пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшне ăнланса илесси.

Темиçе палламан сăмахлă вĕренÿ тексчĕсене ăсра вуласси, вĕсен содержанине туллин тĕрĕс ăнланса илесси, текста пĕлтерĕшлĕ пайсене уйăрасси.

Текстсене ят парасси.

Кирлех мар информацие сирсе хăварса, текстсене кĕскетесси.

Текст содержанине ыйтусем тăрăх, планпа килĕшÿллĕн, тĕп сăмахсемпе пуплерĕшсем тăрăх каласа парасси, çавна май глаголсен сăпат тата вăхăт формисене улăштарасси.

Тÿрĕ пуплевлĕ текстсене вуласси.

Сăвăсене илемлĕн вуласси, вĕсене пăхмасăр калама вĕренесси. Диалогсене кирлĕ интонаципе вуласси.

Учебникри чăвашла-вырăсла словарьпе усă курмалли хăнăхусене аталантарасси.

Çырасси

5-7 класра туяннă орфографи пĕлĕвĕсемпе хăнăхăвĕсене çирĕплетесси.

Хупă сасăсен çемçелĕхĕпе янравлăхне çырура палăртмалли мелсене лайăхрах пĕлме хăнăхасси.

Сăмах варринчи ь сас паллиллĕ сăмахсене йĕркерен йĕркене куçарма хăнăхасси.

Мăшăрлă хупă сас паллиллĕ сăмахсене çырма вĕренмелли хăнăхтарусем: саккăр, пиллĕк, вуннă, аппа, пĕрре, виççĕ т.ыт.те.

Япала яч.семпе местоименисене та(те) союзпа çырмалли хăнăхтарусем.

Сас паллисен пĕрлешĕвĕсене тĕрĕс çырмалли хăнăхтарусем: йё: й\: й.: йы: =ё: =.: =\: =ы?

Илтнĕ тăрăх çырма вĕренмешкĕн хăнăхтарма пуçласси. Сăмах тата курăм диктанчĕсем çырма пуçласси. Вырăс çырулăхĕн витĕмĕпе пулакан йăнăшсенчен асăрханасси (хĕвел вырăнне хĕвель, кил вырăнне киль).

Итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх лексика тата грамматика хăнăхтарăвĕсем çырса тăвасси. Вулама тата çырма йывăр сăмахсене тишкересси. Çырура хыç сăмахсемпе татăксене уйăрма вĕрентесси.

Çĕнĕ сăмахсене палăртакан ÿкерчĕксене ят парса çырасси.

Вуланă текст тăрăх йĕркеленĕ ыйтусене хуравласси.

Ачасен кăмăлне çывăх ыйтусемпе кĕске калавсем хайласси. Кирлĕ чухне словарьпе усă курмалла.

Кĕнекесен, журналсен, картинăсен, илемлĕ литература хайлавĕсен ячĕсене çырура кавычкăпа уйăрса палăртасси. Предложенин пĕр йышши членĕсене запятойпа уйăрасси.

Саламлă çыру çырма хăнăхасси.

 

 

 

Чĕлхе материалĕ

Графика, тĕрĕс çырасси

Чăваш алфавичĕн сас паллийĕсем. Сасăпа сас палли килĕшĕвеĕ. Тĕп вулав правилисем. Активлă словарьти сăмахсене çырасси.

Чăваш алфавичĕн сас паллийĕсене пĕлесси, тĕрĕс вуласси. Чăваш сăмахĕсене вуламалли тĕп правилăсене пĕлесси. Çырнă сăмаха тĕрĕс, унăн пĕлтерĕшне ăнланса вуласси. Чăваш чĕлхинчи хăйне майлă сас паллисене çырма хăнăхтарасси: Ăă, Ěĕ,Ϋÿ,Çç сас паллисем, пысăк Ы сас палли.

 

Фонетика

Чăваш чĕлхинчи сасăсем. Чăваш чĕлхин сассисене калас нормăсем (хупă сасăсем çемçелни).

5-8 классенче туяннă калу тата интонаци хăнăхăвĕсене калама вĕренесси.

Хупă сасăсем çемçелни тата янăравланни: пĕлÿ, хĕрÿ, суту-илÿ, шăрçа, шăршă, тÿсĕм.

Çĕнĕрен вĕреннĕ сăмахсемпе вĕсен майлашăвĕсенче тĕрĕс пусăм лартасси.

Предложенири сăмахсем хушшинче тăхтав тăвасси. Предложенисен тĕп тĕсĕсенче интонацие тĕрĕс тытса пырасси.

 

Лексика

 

9 мĕш класра (вырăс чĕлхинчен улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсене шутламасан) ачасем 200 яхăн çĕнĕ сăмах ăса хываççĕ. 5-8 классенче вĕреннисемпе пĕрле ку хисеп 950 сăмаха çитет.

 

Грамматика

 

Хутлă предложенисемпе хутсăр предложенисене танлаштарма вĕрентесси.

5-8 классенче вĕреннĕ материала йĕркене кĕртесси: глаголсен сăпат, хисеп, вăхăт формисемпе усă курас хăнăхусене çирĕплетесси.

Мĕн тăватăп? мĕн тăватăн? мĕн тăвать? мĕн тăватпăр?   мĕн тăватăр? мĕн тăваççĕ? мĕн турăр? мĕн турĕç? мĕн тумалла? мĕн тăвасшăн? мĕн тунă? ыйтусене хуравлакан глаголсемпе усă курма хăнăхасси.

Япала ячĕсен падеж формисене тумалли тата вĕсемпе пуплевре усă курмалли пĕлÿсемпе хăнăхусене аталантарасси (пĕрреллĕ тата нумайлă хисепĕн тĕп тата пару падежĕсен, пĕрреллĕ хисепĕн камăнлăх, пĕрлелĕх, вырăн тата туху падежĕсен формисем). Пуплевре хыç сăмахсемпе, ыйту сăмахĕсемпе (мĕнле? миçе? миçемĕш? мĕн тĕслĕ?) усă курмалли хăнăхусене çирĕплетесси.

Пуплевре нумайлă хисепĕн вырăн падежĕнчи япала ячĕсен формисемпе усă курасси (Тетрадьсем хĕр ачасенче).

Нумайлă хисепĕн пĕрлелĕх падежĕн япала ячĕсен формисемпе усă курасси (Вĕрентекен ачасемпе калаçрĕ).

Вĕренекенсен сăмах йышне

-çă(-çĕ) (тĕрĕçĕ), -у(-ÿ) (вĕренÿ) аффикссемлĕ япала ячĕсемпе,  -лă(-лĕ) (тÿсĕмлĕ),

-чăк(-чĕк) (мухтанчăк) аффикссемлĕ паллă ячĕсемпе, япала ячĕ çумне -ла(-ле) (кăмăлла) аффикс хушăнса пулнă глаголсемпе пуянлатасси.

Пуплевре глаголсен курса иртнĕ вăхăтри çуклă формипе усă курасси (эпĕ вуламарăм, эсĕ вуламарăн, вăл вуламарĕ, эпир вуламарăмăр, эсир вуламарăр, вĕсем вуламарĕç).

Курса иртнĕ тата курмасăр иртнĕ глагол формисен пĕлтерĕшĕсене уйăрасси.

Пуплевре -са(-се) аффикслă деепричастисемпе усă курасси (Стена çинче сехет çакăнса тăрать).

Шут хисепĕсем тата йĕрке хисепĕсем (1000 таран).

Таврăну-сăпат местоименийĕсем: хам, ху(хăв), хăй, хамăн, хăвăн, хăйĕн, хамăр, хăвăр, хăйсем.

Пуплевре çеç, кăна татăксемпе усă курасси (Эсир çеç юрламастăр? Вĕсем кăна ку кĕнекене вуламан).

Вăхăт наречийĕсемпе усă курасси, вĕсем пирки ыйтусем пама пĕлесси (ĕнер - хăçан? тунти кун - хăçан?).

Пуплевре куçăма пĕлтерекен айне, хыçне, çине хыç сăмахсемпе усă курасси, вĕсем пирки ыйтусем парасси. (Карçинккана сĕтел айне ларт. Кресло хыçне пăх. Сĕтел çине хур).

Антонимсем, синонимсем.

Камсене? камсенчен? камсемпе? йышши сăмахсем кĕрекен ыйтуллă предложенисемпе усă курасси.

 

 

 

  

 

 

 

 

Послание Президента России Федеральному собранию
Послание Главы Чувашской Республики М. Игнатьева Государственному Совету Чувашской Республики
Актуально
Дистанционное обучение
Национальный проект "Образование"
Прием в 1 класс
Наркотики- путь в один конец
Организация питания
Терроризм - угроза обществу
ПроеКТОриЯ
Информационная безопасность
Антинаркотическая акция "Сообщи, где торгуют смертью"
Детский парламент
2020 - Год памяти и славы
Коронавирус-как защититься
100 - летие образования Чувашской автономной области
Оценка качества образовательной деятельности
Голосование
Удовлетворены ли Вы качеством обучения в МБОУ "Большешигаевская ООШ?"



Реквизиты
Rambler's Top100 TopList