System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Тема: Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ. / / Портал образования ЧР

Внимание!!!

Портал образования Чувашии закрыт

Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Образование Чувашии
Единая Образовательная
Информационная Среда
Чувашской Республики
Поиск
Get Adobe Flash player
Тема: Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ.

40. Тема: Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ.

 Урок тĕллевĕ: Паллă ячĕсен предложенири вырăнĕ тата пĕлтерĕшĕ çинчен калаçасси; пуплевре паллă ячĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: Тÿпери çăлтăрсем çинчен калакан халăх юмахĕпе паллаштарасси, çăлтăрсен чăвашла ячĕсене вĕрентесси.

                         

Урок юхăмĕ

Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Текста тăнлăр та хăвăр сăмахпа каласа парăр, ят парăр.

Ĕлĕк-авал пĕр çын выçăпа аптранă пулнă. Вăл кÿршисенчен кивçен улăм пама ыйтнă, анчах никам та кивçен улăм пама килĕшмен. Ним тума аптранă хресчен кÿршĕ улăмне вăрлама пуçланă. Çапла вăл темиçе хутчен улăм вăрласа килнĕ. Анчах та пĕр каçхине улăм вăрласа таврăннă чухне сасартăк вăйлă çил тустарма пуçланă та çак çынна улăмĕ  качкипех тÿпенелле çĕкленĕ. Çав çынна çил таçти инçетри çĕр-шыва вĕçтерсе кайнă. Улăмĕ сапаланса кайнă та тÿпе çумне çыпçăнса ларнă. Çавăнпа ăна «Сар улăм сарнă çул» тесе каланă тет. Кайран çавăнта кăнтăра каякан кайăксем ларса каннă тет. Вара çав вырăна кайран Хур кайăк çулĕ тесе ят панă тет. («Хал. сăм.»)

  - Кивçен улăм сăмах майлашăвĕнче кивçен сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?  Урăх пуплев пайĕ вырăнĕнче усă курма пулать-и унпа?  Тĕслĕхпе çирĕплетĕр.  (Кивçен илтĕм – япала ячĕ. )

  - Хур кайăк çулĕ сăмах майлашăвне вырăсла куçарăр.  (Млечный путь.)

  - Чăвашла эсир тата мĕнле çăлтăрсен ячĕсене пĕлетĕр?

2. Словарь ĕçĕ

Алтăр çăлтăр – Большая медведица

Ÿпĕннĕ çăлтăр – Малая медведица

Ала çăлтăр – Телец

Кĕвенте çăлтăр – Возничий

Шалча çăлтăр  е Çурçĕр çăлтăрĕ – Полярная звезда

  Урок темипе ĕçлени

Ку урокра паллă ячĕсем  -ăн(-ĕн),  -ла(-ле)  аффиксем йышăнма пултарнине палăртса хăвармалла. И. П. Павлов та, Л. П. Сергеев та хăйсен ĕçĕсенче çак аффикссем паллă ячĕ çумне хушăнсан наречи тесе пăхмалла тенĕ. Çакнашкал сăмахсене хальхи тĕпчевçĕсем паллă ячĕ тесех пăхма сĕнеççĕ.

1. Паллă ячĕсем çумне  -ăн(-ĕн)  аффикс хушса çырăр.

Ăшă, кĕске, вăйлă, мăран, кахал, йăваш, тарăн, çутă.

  - Мĕнле çырмаллине ăнлантарма тăрăшăр.

 (Сăмах тĕпĕ мĕнле пĕтнине кура морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем пулаççĕ. Сăмах тĕпĕ хупă сасăпа пĕтсен хупă сасă вăрăмланать. Юлашки ă, ĕ сасăсем умĕнче пĕр хупă сасă çеç пулсан ă, ĕ сасăсем тухса ÿкеççĕ, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать. Ă, ĕ сасăсем умĕнче икĕ хупă сасă пулсан - ă, ĕ сасăсем тухса ÿкеççĕ, хупă сасă вăрăмланмасть. Сăмах а, е сасăсемпе вĕçленсен - ку а, е сасăсем тухса ÿкеççĕ, хупă сасă вăрăмланмасть.)

2. Ăнлантару диктанчĕ

Салтакĕ питĕ хитрескер вара. Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук. Пĕри çав тери мĕскĕн те чирлĕрехскер пулнă. Утă çи  чăн- ăн уяв пек пулнă, утă çулма пĕтĕм ял халăхĕ пĕрле пуçтарăнса кайнă.

  - Паллă ячĕсем предложенире мĕнле член пулнине калăр.

  - Хитрескер, чирлĕрехскер сăмахсен пулăвне ăнлантарăр.

  - Чирлĕрехскер, чирлĕреххи сăмахсене доска умĕнче вĕçлĕр.

3. Паллă ячĕсенчен япала ячĕсем тăвăр, тĕслĕхпе çирĕплетĕр.

пăрлă -  (пăрлак)

чипер –  (чиперкке)

имшер –  (имшеркке)

мăнă -  (мăнттай)

çемçе –  (çемçешке)

йÿçĕ -  (йÿçенке)

хытă -  (хытанка)

çара –  (çарамас)

Темăна çирĕплетни.

1.  Точкăсем вырăнне кирлĕ пуплев пайĕ лартса çырса илĕр.

…. кÿлĕре шуйттан нумай.  (Лăпкă) ….. пуç урана канăç памасть.  (Ухмах)  ….. çыннăн пÿрнине кассан та юн тухмасть теççĕ.  (Хытă)  …. ут та такăнать, …çын та йăнăшать.  (Ырă, ăслă)  Ырри….. çĕнтерет.  (Усала)  Хуппи сарă та, тĕшши…..  (Хуртлă)

 

2. Панă сăмахсемпе предложенисем çырăр, пĕрремĕшĕнче япала ячĕ, иккĕмĕшĕнче паллă ячĕ пултăр.

Шыçмак, çăмăлттай, тĕнкĕлти, пăнтăх, çĕрĕк.

3. Кĕнеке тăрăх ĕçлемелле.

4. Омонимĕсене тупăр, предложенисем çырăр. Мĕнле член пулнине калăр.

Катăк, касăк, чухăн, салху, тăрă, уçă.

5. Паллă ячĕсен антонимĕсене калăр.

Вăйлă - …., канăçлă - …., мухтавлă - …., савăнăçлă - …., путлĕ - …., илемлĕ - …, майлă - …., айăплă - ….., ирĕклĕ - …..

  - Çак сăмахсен тымарĕ çумне мĕнле аффикс лартсан хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулаççĕ? ( -сăр - вăйсăр, канăçсăр та. ыт. те)

6. Мĕнле каласан тĕрĕс?

хирĕçле çурт         е          хирĕç çурт

пушăлла витре      е          пушă витре

йăнăшла утăм        е         йăнăш утăм

çăткăнла çын        е          çăткăн çын

7. Панă сăмахсемпе предложенисем çырăр.

Ачалла, ачаллă; çиçĕмлĕ, çиçĕмле; туслă, тусла.

Пĕтĕмлетÿ.

 - Педложенире паллă ячĕпе япала ячĕ мĕнле член пулма пултараççĕ?  Çирĕплетĕр.

 - Паллă ячĕсем предложенире мĕнле пуплев пайĕ вырăнне çÿреме пултараççĕ?

Килте тумалли ĕç.

«Анне – пурнăçра чи хакли» темăпа ăслав çырăр

 

Rambler's Top100 TopList
2008-2011, Copyright © www.edu21.cap.ru - Все права защищены.

E-mail: support@edu21.cap.ru, Тел: (8352)45-16-23