System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Текст Послания на чувашском языке / МБДОУ "Сятра-Хочехматский детский сад "Дружба" Чебоксарского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Заведующий
Антонова Татьяна Михайловна
Сведения об образовательной организации
Основные сведения
Структура и органы управления
Документы
Образование
Образовательные стандарты
Руководство и педагогический состав
Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Вакантные места для приема
Финансово-хозяйственная деятельность
Доступная среда
Международное сотрудничество
Меры социальной поддержки
Платные образовательные услуги
Информация для родителей, законных представителей
Постановления администрации района
Прием детей в ДОУ
Ремонтные работы
Методическая работа
Перечень муниципальных услуг, оказываемых учреждением
ПРОФСОЮЗ
Чебоксарская районная организация профсоюза работников народного образования и науки Российской Федерации
Чувашская республиканская организация Общероссийского Профсоюза образования
Наши достижения
Персональные страницы педагогов
Борисенко Елизавета Николаевна
Get Adobe Flash player
Текст Послания на чувашском языке

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

 

Эпир 2020 ҫула кӗтӗмӗр.

Кӑҫал ҫӗршывӑмӑр чаплӑ куна – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑр-ҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать. Пирӗн халӑх нихӑ-ҫан манӑҫми мухтава тивӗҫнӗ – Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнман-лӑхне сыхласа хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчене фашизм чуралӑхӗнчен хӑ­тарнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ пек, Раҫҫей малашлӑхне пирӗн патриотлӑх, Тӑван ҫӗршывпа ҫуралнӑ ҫӗре, тӑвансемпе ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чунтан юратни хӑват парса тӑракан ҫирӗп никӗс ҫинче йӗркелемелле.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман! Хӑйсен пурнӑҫне тӑ-нӑҫлӑхшӑн тата килес ӑрусен ирӗклӗхӗшӗн панӑ паттӑрсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ. Ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлесе фронта мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнӑ хӗрарӑмсен, ватӑсемпе ачасен ӗҫри паттӑрлӑхӗ те хӑйне хӗрхенменлӗхӗн ӗмӗрхи ырӑ тӗслӗхӗ пулса юлӗ.

2020 ҫул ҫавӑн пекех тивлетлӗ чӑваш ҫӗрне, унӑн сайра йышши культурине, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине сума сӑвакан пӗ­тӗм ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ.

Эпир чаплӑ пулӑма – Чӑваш автономи облаҫӗ ҫӗр ҫул тултарнине паллӑ тӑватпӑр!

Ĕмĕр хушшинче пирĕн республика хăйĕн пур енлĕ атала-нăвĕнче «суха пуҫĕнчен космоса ҫити» утса иртсе тĕлĕнмелле пысăк ҫитĕнӳсем тунă.

 

Хисеплӗ депутатсем, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!

2020 ҫул пирӗшӗн уйрӑмах паллӑ ҫулталӑк.

Эпир Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫит­нине уявлатпӑр!

Паянхи промышленноҫпа ял хуҫалăх, культурăпа наука тата спорт ҫитĕнĕвĕсемпе эпир тивĕҫлипех мухтанма пултаратпăр. Халă-хăн пуян йăли-йĕркипе истори эткерлĕхне сыхласа упрасси, ҫамрăк ăрăва ăс-хакăлпа илемлĕх хаклăхĕсене туйма вĕрентесси питех те пĕлтерĕшлĕ.

Ҫак чаплă уява паллă туни пирĕн вăя тата та ҫирĕпрех пĕр-лештерессине шанса тăратăп.

Паян Чӑваш Ен хӑватлӑ промышленноҫ вӑй-хӑвачӗпе, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ ял хуҫалӑхӗпе, лайӑх аталаннӑ социаллӑ сфе-рӑпа палӑрса тӑрать. Ҫакӑ пурте республикӑра пурӑнакан ҫынсен темиҫе ӑрӑвӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ, вӗсенчен кашниех унта хӑй пултарнӑ таран курӑмлӑ тӳпе хывнӑ.

Чӑваш Республикинче пурӑнакансене тӑван ҫӗре хастарлӑн юратнӑшӑн, унӑн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн пурне те тав тӑватӑп!

Пирӗн малашнехи аталану ытларах наци проекчӗсенче па-лӑртнӑ стратегилле тӗллевсене мӗнлерех пурнӑҫланинчен килет.

Ҫав проектсем технологи тӗлӗшӗнчи ӗҫ-хӗле хӑвӑртлатма, эко­номикӑра экспорт тӗллевлӗ пысӑк тухӑҫлӑ сектор туса хума, инфра­тытӑма аталантарма, социаллӑ сферӑна лайӑхлатма пулӑшас тӗл­левлӗ.

Ҫитес виҫӗ ҫулта вӗсене пурнӑҫлама республикӑра 26 миллиард ытла укҫа-тенкӗ яма палӑртнӑ.

Анчах та сире ҫакна шута илме ыйтатӑп: наци проекчӗсем пӗр­тен-пӗр тӗллев шутланмаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн тӗп тӗллевӗмӗре – халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе тулӑхлӑхне лайӑхлатассине – пурнӑҫламалли мел кӑна.

Халӑхӑн чӑн тупӑшӗсене ӳстерни экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ӑна тума, чӑн малтанах, эконо-микӑн чӑн секторӗнчи мӗнпур отрасльтех пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх ша-луллӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле.

Тухӑҫлӑ ӗҫ – ырлӑх никӗсӗ!

Халӑх калашле, ӗҫлемесессӗн, пурлӑх пулмасть.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ӗҫе кӗнӗ программӑсемпе проектсене пурнӑҫламалли тӗп ха-тӗр, паллах, вӑйлӑ та ҫирӗп финанс тытӑмӗ, ҫавӑн пекех яваплӑ та шайлашуллӑ бюджет политики пулса тӑраҫҫӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшӗ-сем, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 1,3 хут ӳсрӗҫ. Бюджетӑн хӑйӗн ту-пӑшӗсем ҫав тапхӑрта 1,2 хут пысӑкланчӗҫ.

Бюджет инвестицийӗсем экономика аталанӑвне хавхалантармалли витӗмлӗ вай пулса тӑчӗҫ. Вӗсене пула эпир ача сачӗсем, шкулсемпе культура керменӗсем, социаллӑ сферӑпа сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тума, вун-вун поликлиникӑпа больницӑна юсаса ҫӗнетме, ҫӗршер ҫухрӑм ҫул тума тата юсама пултартӑмӑр.

Бюджетӑн инвестици тӑкакӗсен тӳпи енӗпе Чӑваш Ен 2019 ҫул-та Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче иккӗмӗш вы­рӑн йышӑнчӗ. Ҫав хушӑрах, ҫакна уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп: тӗрлӗ проектпа программа валли бюджетран укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрассине республикӑн патшалӑх парӑмне тӗллевлӗн чакарса пынипе пӗрле туса пынӑ.

 

Пирӗн тӗп тӗллев, ӑна пурнӑҫламаллине Раҫҫей Президенчӗ хытарса палӑртать, – чухӑнлӑхпа кӗрешесси тата халӑх тупӑшӗ ӳссе пырассине тивӗҫтересси.

Ӑна пурнӑҫлас тесен, пирӗн экономикӑна ҫирӗппӗн ӳстерсе пы­малла, ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, предпринимательлӗх пуҫару-лӑхне аталантармалла.

Чӑваш Ен Правительстви предприятисене патшалӑх пулӑшӑв-не илме мӗнпур майпа пулӑшать. Хаклав тӑрӑх, республикӑри про­мышленноҫ предприятийӗсене кӳнӗ ҫавнашкал пулӑшӑвӑн калӑпӑ-шӗ 2019 ҫулта 1 миллиард та 800 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Шупашкарпа Канаш хулисенче индустри паркӗсене хута янӑ. Канаш хулинче социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территори йӗркеленӗ. Ҫавнашкал территорие Ҫӗнӗ Шупашкарта та тума палӑртнӑ.

Пӗлтӗр республикӑри промышленноҫ производствин индексӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех Раҫҫейри ҫавнашкал кӑтартуран пысӑкрах ша-йра йӗркеленсе пычӗ тата, юлашкинчен, 104 процентпа танлашрӗ. Ӳсӗмӗн ҫавнашкал ҫӳллӗ шайри кӑтартӑвӗ уйрӑмах пысӑк пӗлте­рӗшлӗ, мӗншӗн тесен промышленноҫ организацийӗсем пӗтӗм регион продукчӗн виҫҫӗмӗш пайӗнчен ытларах калӑпӑшне йӗркелеҫҫӗ тата республикӑри мӗнпур шайри бюджетсене тӳлевсемпе пуҫта­русен ҫурринчен ытларах пайӗ пырса кӗрессине тивӗҫтереҫҫӗ.

Юлашки 4 ҫулта ҫӗнӗ производствӑсем туса хума тата халь ӗҫлекеннисене ҫӗнетме пирӗн промышленноҫ предприятийӗсем бюджет тулашӗнчи ҫӑл куҫсенчен 170 ытла миллиард укҫа-тенкӗ янӑ, 11 пине яхӑн пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗ.

Тулашри экономика лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех пулманнине пӑхма­сӑр, 2019 ҫулта эпир экспорт ӗҫ-хӗлӗн кал-каллӑхне сыхласа хӑвар­ма пултартӑмӑр. Республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, хаклав тӑрӑх, АПШ ҫур миллиард ытла доллар шайне, ҫав шутра экспорт – АПШ 200 миллион ытла доллар шайне ҫитнӗ.

Экономикӑри тата социаллӑ сферӑри пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗл-левсене пурнӑҫлас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан – производствӑна аталантаракан, пахалӑхлӑ пулӑшу ӗҫӗсем паракан, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ-сем йӗркелекен – предпринимательсемпе организацисене тав тӑва­тӑп.

Экономикӑра эпир хамӑр ума мӗнлерех кӗске вӑхӑтлӑх тата вӑрах вӑхӑтлӑх тӗллевсем лартатпӑр-ха?

Пӗрремӗшӗ.

Экономикӑна инвестицисем ытларах килсе тӑрассине тивӗҫ-терес шутпа пӗлтӗрхи кӗркунне эпир регионти налук саккунӗсене, инвестици тунӑшӑн тупӑшран илекен налука чакарассине пӑхса хӑ-варса, улшӑнусем кӗртрӗмӗр. Паян налука чакармалли виҫе пред­приятисем тунӑ тӑкаксен суммин ҫур пайӗпе танлашать.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Ҫырӑвне шута илсе, налук ӗҫне йӗркелесе пынӑ чухне республикӑри налук тӳлекенсене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалла тесе шухӑш-латӑп. Министрсен Кабинечӗн республикӑри Патшалӑх Канашӗн де-путачӗсемпе пӗрле ҫак ыйтӑва кӗске вӑхӑтра татса памалла.

Унсӑр пуҫне, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фон-да Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене пысӑк техно-логиллӗ ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме суйласа илмелли тата хатӗрлесе ҫитермелли полномочисемпе тивӗҫтерме сӗнетӗп.

2020–2024 ҫулсенче Чӑваш Республикин тӗп капиталне 350 миллиард тенкӗрен кая мар виҫепе инвестицисем явӑҫтарассине та-та пӗтӗм регион продуктӗнчи вӗсен тӳпине 27 процента ҫитересси-не тивӗҫтермелле.

Ҫакӑн валли Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ-семпе пӗрле республикӑн инвестици аталанӑвне вӑйлатмалли хуш-ма мерӑсен комплексне туса хатӗрлеме хушатӑп. Муниципалитет пӗрлӗхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем инвесторсемпе ӗҫлени ҫинчен калакан отчетсене кашни кварталтах тӑратассине йӑлана кӗртни вырӑнлӑ пулмалла тесе шутлатӑп.

Иккӗмӗшӗ.

Республика «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси» наци проектне пурнӑҫлакан Раҫҫейри малтанхи 16 регион йышне кӗчӗ. Вӑл производствӑри вӑхӑт ҫухатӑвне чакарма тата туса кӑларакан продукци шутне пысӑклатма тӗллев лартать. Проекта пурнӑҫлама паян пирӗн 30 ытла предприяти хутшӑнать.

Ҫак «перекетлӗ производство» мелӗсене ӗҫе кӗртмелли лайӑх опытпа пирӗн республикӑри предприятисенче те хастарлӑн усӑ курма тытӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Пирӗн тӗллев – 2024 ҫул тӗлне ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли мероприятисене 60-тан сахал мар орга-низацие явӑҫтарасси.

Виҫҫӗмӗшӗ.

Паян республикӑри халӑхӑн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн йышӗ пӗчӗк тата вӑтам бизнес организацийӗсенче вӑй хурать. Пӗтӗм регион продуктӗнчи вӗсен тӳпи 33 ытла процентпа танлашать, налукран кӗ­рекен укҫа-тенкӗн 45 яхӑн процентне республика бюджетне ҫав предприятисем парса тӑраҫҫӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене ҫӑмӑл-лӑхлӑ укҫа-тенкӗ илмелли, оборудование лизинг мелӗпе туянмалли, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курмалли, пысӑк заказчиксен патшалӑх туянӑвӗсене хутшӑнмалли майсемпе тата ытти пулӑшу мелӗпе тивӗҫтермелле.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствине пӗчӗк калӑпӑшлӑ финанс пулӑшӑвне илсе тӑракансен шутне 2024 ҫул тӗлне 1,7 хут, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене гарантиленӗ пу-лӑшу парассин калӑпӑшне 9 миллиард тенке ҫитерме хушатӑп.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑ­там предпринимательлӗх субъекчӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗн тара пама юрӑхлӑ пӗтӗм пурлӑха инвентаризаци туса ирттермелле.

Пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Республикинче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх сферинче ӗҫлекенсен шутне 20 процента ҫити – 190 пин ҫын таран – ӳстерни пулса тӑмалла. Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхӗн пӗтӗм регион продуктӗнчи тӳпи асӑннӑ тапхӑрта 38 процента ҫити пысӑкланмалла.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Ялпа аграри отраслӗ валли уйрӑм наци проекчӗ палӑртман, анчах та ҫӗршыв Президенчӗ «ҫӗр ӗҫченӗсемпе ял ҫыннисен инте-ресӗсене кашни наци проектӗнчех шута илмеллине, мӗнпур ведом-ствӑн планӗсемпе ӗҫӗсене те уҫӑмлӑн тата тӗплӗн йӗркелесе ҫи-термеллине» палӑртса хӑварчӗ.

Ӗҫ коллективӗсен, инвесторсен тата патшалӑхӑн пӗрлехи ӗҫ-хӗлне пула юлашки ҫулсенче агропромышленноҫ комплексӗ эконо-микӑн хӑвӑрт аталанакан пайне ҫаврӑнчӗ.

Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх ял хуҫалӑх производствин ин-дексӗ 105,1 процентпа танлашнӑ.

Эпир Федерацин Атӑлҫи округӗнче ҫӗр улми туса илес енӗпе пӗрремӗш, сӗт туса илессипе – иккӗмӗш, тӗш тырӑ туса илессипе – виҫҫӗмӗш тата акӑнакан лаптӑкӑн 100 гектар пуҫне шутласа аш-какай туса илессипе тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнатпӑр. Иртнӗ ҫул пахча ҫимӗҫпе ҫӗр улми тата тӗш тырӑ тухӑҫӗ республикӑри агропро­мышленноҫ аталанӑвӗн кун-ҫулӗнче халиччен пулман рекордлӑ кӑ­тартупа палӑрса юлчӗ.

Ку пысӑк ҫитӗнӳ, уншӑн пирӗн хамӑрӑн ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене чун-чӗререн тав тумалла.

Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗ тӗнчери стандар-тсене тивӗҫтерекен продукци туса кӑларать. Ҫакна чӑваш апат-ҫи-мӗҫӗ лайӑх сутӑнни ӗненмелле ҫирӗплетет.

2013 ҫултанпа регионти агроэкспорт шайӗ 3,2 хут ӳснӗ. Унӑн вӑйлӑ енӗ, тӗпрен илсен, 80 проценчӗ ӗҫлесе тирпейлекен продукцирен йӗркеленни шутланать. Ҫакӑ чӗр тавара ӗҫлесе тирпейленинчен пулакан укҫа-тенкӗ регион экономикинче, пирӗн ҫӗршыв экономикинче юлнине пӗлтерет. Ку туртӑма сыхласа хӑвармалла.

Паян пирӗн ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ кӑна мар, унпа пӗрлех хӑйсен продукцине ҫулсерен тӗнчери 37 ҫӗршыва АПШ 25 миллиона яхӑн долларпа танлашакан шайпа экспорта ӑсатаҫҫӗ. Тата ҫакӑ юлашки чикӗ мар. Ҫитес 5 ҫулхи тӗллев – экспорт шайне икӗ хут ӳстересси.

 

Ял хуҫалӑх производствине мӗнпур енӗпех ҫӗнетсе пыни от-раслӗн ҫирӗп ӳсӗмӗн тӗп мелӗ пулса тӑрать.

Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне хывнӑ уйрӑм ҫын инвестицийӗсем 21 миллиард ытла тенкӗпе тан­лашнӑ. Ҫулталӑкне 5% ставкӑпа ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пул-нӑран отрасль инвесторӗсем вӑрӑм укҫа мелӗпе усӑ курма пулта-раҫҫӗ, ҫакӑ та отрасль аталанӑвӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрет.

Ку чухнехи пиллӗкмӗш ӑрури «Новочебоксарский» теплица ко­мплексӗ уҫӑлнине ним иккӗленмесӗрех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм те-мелле, ӑна пула республикӑра теплица ҫимӗҫӗсем туса илесси     2,5 хут ытла ӳсет. Кунта ҫулсерен 20 пин тонна таран пахча ҫимӗҫ туса илме палӑртаҫҫӗ тата 2021 ҫулччен 500 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗр-келенмелле.

Уйрӑм ҫын инвестицийӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Ен агропромыш-ленноҫ комплексне патшалӑх пулӑшӑвӗ мелӗпе кашни ҫулах 3 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ каять. 2024 ҫулччен унта тата 15 миллиард тенкӗ хывма палӑртнӑ.

Республика йӑлана кӗнӗ пекех килти хушма хуҫалӑхсен тӳпи пысӑк регионсен йышне кӗрет. Эпӗ ҫакна республикӑн вӑйлӑ енӗ­сенчен пӗри тесе шутлатӑп.

Пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене патшалӑх пулӑшу парассине эпир сыхласа хӑвартӑмӑр тата ҫакӑ тӗрӗс йышӑну пулчӗ. Паян килти хушма хуҫалӑхсем экономикӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланаҫҫӗ тата туса кӑларакан ял хуҫалӑх таварӗсен калӑпӑшӗн 40 процентӗн-чен ытларах пайне вӗсем туса илеҫҫӗ. Килти хушма хуҫалӑхсенчи ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 10 ҫул хушшинче 2 хут ӳсрӗ. Халӗ пирӗн ҫав лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑвармалла.

Ҫӗр пуянлӑхӗпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне те ӳстермелле. Тӗс­лӗхрен, тӑпра йӳҫӗклӗхне йӗркене кӗртес тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫ кӑна хывакан укҫа-тенкӗн тухӑҫлӑхне вӑтӑр процент таран ӳстерме пултарать. Кӑҫалтан пуҫласа федерацин ҫӗнӗ программи ӗҫлесе кайрӗ, вӑл асӑннӑ ҫул-йӗр тӗлӗшпе тӑвакан тӑкаксен тӑхӑр вунӑ процентне ҫити саплаштарать. Ҫӗр ӗҫченӗсене асӑннӑ майпа усӑ курма чӗнсе калатӑп.

Ӑратлӑх ӗҫӗнче тата вӑрлӑх ӗрчетессинче наукӑпа тӗпчев ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламасӑр ял хуҫалӑхӗнче малалла каяймастӑн. Паян республикӑра ҫӗр улми ҫитӗнтерес ӗҫре селекципе вӑрлӑх ӗрче­текен тӗп центр туса хунӑ (Раҫҫейре ӗҫлекен ҫичӗ центртан пӗри). Черетлӗ утӑм ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарма тата туса илнӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн пахалӑхне ҫирӗплетме, ҫав шутра ӑна экспорта ӑсатма, кирлӗ пек пӗтӗм тишкерӗве тӑ­вакан аккредитациленӗ лабораторисем йӗркелесси пулса тӑ­малла.

Ҫитес икӗ ҫулта халь ӗҫлекен сӗт-ҫу фермисене май килнӗ таран ҫӗнетмелле, 200 пуҫ выльӑхран пуҫласа унтан та ытларах хӑватпа ӗҫлекен ҫӗнӗ сӗт-ҫу комплексӗсем тӑвассине, пысӑк тухӑҫлӑ выльӑх-чӗрлӗх тӳпине ӳстерсе пырассине тивӗҫтер-мелле. Ҫакӑ пурте производство калӑпӑшӗсене пысӑклатма, ӗҫ ту­хӑҫлӑхне ӳстерме тата, юлашкинчен, ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине хӑпарт-ма май парать. 2020 ҫулхи бюджетра сӗт-ҫу фермисене ҫӗнетме тата ҫӗнӗрен тума 200 миллиона яхӑн субсидисем пӑхса хӑварнӑ та ӗнтӗ.

Пирӗн апат-ҫимӗҫ промышленноҫ предприятийӗсем Чӑваш Ен­ре туса илекен пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцине ӗҫлесе тирпейлеме пултараҫҫӗ. Сӗт паракан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре мала иртни хальхи хӑватсене туллин ӗҫлеттерме, ҫӗннисене ӗҫе кӗртме май па-рать.

Хывнӑ инвестицисен тухӑҫлӑхне отрасле цифрӑлани шучӗпе ӳстерме пулать. Ку чухнехи цифра технологийӗсем ял хуҫалӑхӗнчи мӗнпур ӗҫе васкавлӑн тата пахалӑхлӑн асӑрхаса тӑма май параҫҫӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, комплекслӑ цифрӑлав ӗҫӗ ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӑкакӗсене сахалтан та 20 процента ҫити чакарма пулӑшать.

Агропромышленноҫ комплексне цифрӑлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе хастарлӑн хутшӑнмалла тата отрасле вӑйлӑн аталантарма ҫӗршыври малта пыракан цифра платформисемпе май килнӗ таран ытларах усӑ курмалла. Вӗренӳ организацийӗсен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса агропромышленноҫ комплексӗнче ци-фра технологийӗсемпе усӑ куракан специалистсене хатӗрлеме пуҫламалла.

2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа федерацин органикӑллӑ ҫӗр ӗҫӗ ҫинчен калакан саккунӗ вӑя кӗчӗ, вӑл органика апат-ҫимӗҫӗ туса кӑлармалли майсене йӗркелет.

Аналитиксен шучӗпе, тӗнчере органика апат-ҫимӗҫӗпе усӑ курассин ӳсӗмӗ апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗнчен икӗ хут пысӑкрах. Органикӑллӑ ҫӗр ӗҫӗн вӑйлӑ енӗ – производствӑн маржи-нальлӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулни (300% таран) тата экспортшӑн лайӑх майсем йӗркеленни.

Пирӗн органикӑллӑ производствӑна йӗркелесе яма мӗнпур май пур. Ҫитес ҫулсенчех асӑннӑ ҫул-йӗр валли инвестицисем май пур таран ытларах пухмалла тата пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем ха-тӗрлемелле.

Халӗ Раҫҫейре «симӗс бренд» концепци – экологи сӑнлавӗ-сене лайӑхлатнӑ ял хуҫалӑх продукцийӗсем туса кӑларассси вӑй илет. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин вырӑнти хӑй тытӑм-лӑх органӗсемпе пӗрле агропромышленноҫ комплексӗн органи-зацийӗсем экологи сӑнлавӗсене лайӑхлатнӑ ял хуҫалӑх про-дукцийӗн ҫӗнӗ тавар паллине илес ӗҫе хутшӑнассине тивӗҫтер­мелле. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен продукцине ҫӗнӗ рыноксене кӑларма, ҫав шутра экспорта ӑсатма хушма майсем туса парать.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑннипех те, эпир агропромышленноҫ комплексне аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫсем пӗр тӗп тӗллеве – ял ҫыннинсен пурнӑҫӗн ҫӳллӗ шайне тивӗҫтерессине – тӳр килеҫҫӗ.

Ялти ӗҫ укҫи шайӗ экономикӑри ӗҫ укҫин вӑтам виҫинчен пӗ­чӗкрех пулни тытӑмлӑ проблема пулса юлать. Юлашки пилӗк ҫулта, ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ тухӑҫлӑхне 2,3 хут ӳстерсе, эпир ҫав уйрӑмлӑха 47 процентран 26 процента ҫити чакарма пултартӑмӑр. Анчах унӑн кӑтартӑвӗ ҫав-ҫавах пысӑк-ха.

Ҫав тапхӑртах ял аталанӑвне 10 миллиард тенкӗ ытла хывнӑ, 2019 ҫулта кӑна – икӗ миллиард та улт ҫӗр миллион тенкӗ. Укҫа-тенкӗне ҫул-йӗрпе общество инфратытӑмӗн объекчӗсене, социаллӑ объектсем тума тата юсама янӑ.

Пирӗн патра «Пӗрле яла илӗртӳллӗрех тӑватпӑр!» программӑн тӗп тӗллевӗ пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе 2017 ҫултан пуҫласа ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать. Пӗлтӗр республикӑра граждансен пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленекен 620 ытла проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Эпӗ граждансен пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленекен проектсене пур-нӑҫлама хастарлӑн хутшӑнакан мӗнпур ҫынна пӗтӗм чунтан тав тӑ­ватӑп. Пирӗн пурин те пӗр тӗллевкашни ҫыншӑнах Чӑваш Ене чи илӗртӳллӗ кӗтесе ҫавӑрасси. Ҫакна эпир пӗрле мӗнле пулсан та тӑватпӑрах!

Кӑҫал ялти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека мелӗ вӑя кӗрет. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗсене ял тӑрӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме, ҫурт-йӗр тума тата туянма уйӑрса параҫҫӗ. Кредита чи вӑрахлӑха паракан вӑхӑт – 25 ҫул, ӑна 0,1 процентран пуҫласа 3 процент таран ставкӑпа уйӑр­са параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫ паракансепе муниципалитетсем пӗрле ҫурт-йӗр тумалли программа та хута кайнӑ, ӑна 10 ҫултан ӗҫченсем унӑн хакӗн пӗр проценчӗпе танлашакан хакпа хӑйсем валли тӳлесе илме пултараҫҫӗ.

Ҫакӑ ялта ӗҫлесе пурӑнас текенсемшӗн пуриншӗн те питӗ лайӑх пулӑшу!

Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗнче агропроизводствӑна кӑна мар, ҫап-лах бизнесӑн ытти тӗсӗсене те аталантарма кирлине палӑртса хӑ­варас тетӗп. Ял ҫӗрӗнче хӑвӑрт аталанакан территорисем туса ху-ни ҫак ыйтӑва татса памалли тухӑҫлӑ мел пулса тӑмалла.

Республикӑн Министрсен Кабинетне ҫавнашкал территорисене йӗркелес енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме, ҫавӑн пекех ял тер-риторийӗсен кадр вӑй-халне аталантармалли программӑна, унта ял администрацийӗсем, ҫавӑн пекех экономикӑпа социаллӑ сферӑсем валли специалистсем вӗрентсе хатӗрлессине кӗртсе, туса хатӗрлеме хушатӑп.

 

Хаклӑ туссем!

Кашнийӗн ҫирӗп сывлӑхӗ – общество ырлӑхӗн никӗсӗ. «Сывлӑх пулсан веҫех пулать», – тесе халӑхра ахальтен ка-ламаҫҫӗ.

Хальхи сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗ умӗнче тӑракан чи пӗлте-рӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри сиплев ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тата малтанхи медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне лайӑхлатасси пулса тӑрать.

Республикӑра пурӑнакансем сывлӑх сыхлавӗнчен мӗн кӗтеҫ-ҫӗ? Кӳрекен пулӑшу вӗсемшӗн чӑннипех юрӑхлӑ пулнине тата ӑна вӑрӑм черетсенче тӑрса нушаланмасӑр, тарӑхмасӑр илме май кил-нине.

Эпир медицина пулӑшӑвӗпе пурте усӑ курма пултармалли ма­йсене лайӑхлатас ӗҫсене пӗр ҫул хушши кӑна мар ентӗ пӗрин хыҫ-ҫӑн тепӗрне пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр. Тӳрех татса калатӑп: чыла-йӑшне тунӑ та ӗнтӗ. Эпир мухтанма пултаракан ҫитӗнӳсемпе ӑнӑ-ҫусем те ҫук мар.

Эпӗ пӗтӗм медицина инфратытӑмне, фельдшерпа акушер пун-кчӗсенчен тытӑнса, ҫӗнетме тӗллев лӑртнӑччӗ. 7 ҫул хушшинче республикӑра кивелсе тата юхӑнса ҫитнисем вырӑнне медицина оборудованийӗпе пуянлатнӑ 206 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ.

Аякри ялсенче пурӑнакан ҫынсене пулӑшу пама кашни районтах куҫса ҫӳрекен хӑйӗн медицина комплексӗ пур, вӑл ҫитме йывӑр тата ҫын сахал пурӑнакан ялсенчи халӑха, 33 пин ытла ҫынна, медицина тишкерӗвӗ тума май парать. Ҫавна пула онкологи чирӗсен ҫурринчен ытларах тӗслӗхне малтанхи тапхӑрта, ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма шанӑҫ пур вӑхӑтра, тупса палӑртаҫҫӗ.

 Ҫӑлса хӑварнӑ кашни пурнӑҫ – ахаль статистика кӑтартӑвӗ ҫеҫ мар, вӑл ҫемье ырлӑхӗ, ашшӗ-амӑшӗн тата ачасен телейӗ.

Эпир ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен 45 процентпа танлашакан лаптӑкне тӗпрен ҫӗнетрӗмӗр, вӗсене «перекетлӗ производствӑн» пысӑк технологиллӗ оборудованийӗпе пуянлатрӑ-мӑр. Юлашки пилӗк ҫулта ҫав тӗллевсем валли 7,5 миллиард ытла укҫа-тенкӗ янӑ.

Республика тӗп хулинче юлашки 30 ҫулта пуҫласа эпир хальхи стандартсене пӑхӑнса туса лартнӑ, 780 миллион тенкӗ тӑракан нумай профильлӗ поликлиника уҫрӑмӑр. Халӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗх пин ҫыншӑн медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхӗпе пахалӑхӗ па­лӑрмаллах лайӑхланать.

Килес ӑрусен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса пӗлтӗр эпир «Ҫамрӑк мӑ-шӑрсен сертификачӗ» программӑна ӗҫе кӗртрӗмӗр – кашни ҫамрӑк ҫемьех паян перинаталь центрӗсен ертсе пыракан специалисчӗсем патӗнче комплекслӑ тӗпчев иртме пултарать.

Эпир васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗ­шпе те нумай ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Федераци тата регион программисене пурнӑҫланине пула 2016 ҫултанпа службӑн пӗтӗм автопаркне ҫӗнетнӗ, ку вӑл – 189 автомобиль. Бригада йыхрав илнӗ хыҫҫӑн вырӑна ҫитекен вӑтам вӑхӑт паян вун пӗр минута ҫити кӗскелнӗ. «Васкавлӑ пулӑшу» ӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ енӗпе республика Раҫҫей Федерацийӗн сакӑр вун пилӗк субъекчӗ хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать!

Халӑхӑн ҫуралнӑранпа шута илекен пурнӑҫӗн тӑршшӗ ӳсни Чӑ­ваш Ен медицина отраслӗн ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑчӗ. Пӗлтӗр асӑннӑ кӑтарту пуҫласа 73 ҫултан иртрӗ.

Эпир хамӑр ума 2030 ҫул тӗлне халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн катартӑвне 80 ҫултан ирттерме тӗллев лартатпӑр. Ӑна пурнӑҫлама кирлине Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ.

Ун валли мӗн тумалла-ха?

Пӗрремӗшӗнчен, фельдшер пункчӗсемпе врач амбулатори-йӗсене ҫӗнетмелли программӑна вӗҫлемелле тата ҫитес 5 ҫуллӑха малтанхи медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва кун йӗркинчен кӑлармалла.

Иккӗмӗшӗнчен, эпӗ республикӑри мӗнпур поликлиникӑпа стационартах хӑтлӑ майсем йӗркелеме тӗллев палӑртнӑччӗ. Кӑҫалах ҫакӑн валли эпир республика бюджетӗнчен хушма майпа 1 миллиард тенкӗ уйӑратпӑр.

Ҫынсем Шупашкарти хулан ача-пӑча 2-мӗш больницин инфекци корпусӗнчи сиплев условийӗсем япӑх пулни пирки тӗрӗсех ӳпке­лешетчӗҫ. Чӑннипех те, эпир ӑна вӑрах вӑхӑт хушши юсаймарӑмӑр.

Халӗ больницӑна юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать, ун ҫумне тӗксе 50 вырӑнлӑ, уйрӑмшар палатӑллӑ ҫӗнӗ корпус хӑпарӑнать, унта пӗчӗк пациентсемшӗн пачах урӑхла условисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче объекта хута яратпӑр. Унта пуриншӗн те – ача-семпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗшӗн те, врачсемшӗн те меллӗ тата хӑтлӑ пулать.

2020 ҫулта пӗтӗмпе сывлӑх сыхлавӗн 15 объектне туллин юсаса ҫитермелле.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче вилеслӗхе  эпир пӗрре ҫурӑ хут чакарма пултартӑмӑр пулсан та, ку кӑтарту ҫап-лах пысӑк шайра юлать-ха. Шел пулин те, ҫул ҫинчи транспорт ин-кекӗнче шар куракансенчен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ врачсем килсе ҫитиччен пурнӑҫран уйрӑлать. Ҫавна май 2020 ҫулта авиацин санитари службине туса хурас ӗҫе вӗҫлеме тӗллев лартатӑп.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, республикӑн сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмне пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе тӑрасси ӑна аталантармалли тӗп ҫул-йӗр шутланать.

Аккредитаци тытӑмне ӗҫе кӗртнине пула сывлӑха сыхлас ӗҫ отраслӗ майӗпен медицина кадрӗсемпе пуянланса пырать. Тӗслӗх-рен, 2019 ҫулта медицина енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заве-денийӗсенчен вӗренсе тухнисен виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫламӑш сыпӑкра ӗҫлет.

Ҫитес пилӗк ҫулта пирӗн медицина организацийӗсенче пуҫламӑш сыпӑкри врачсем ҫитменнине тӗппипех пӗтермелле.

Халӑха упрасси, унӑн ӗҫлев вӑй-хӑватне сыхласа хӑварас-си – пирӗн тӗп тӗллев. Ҫавӑнпа та ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӑна пурнӑҫлас енӗпе пӗр-пӗ­ринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлемелле.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Сывлӑха ҫирӗплетмелли тата чирлесрен асӑрханмалли чи ла­йӑх мел вӑл – спорт, хастарлӑ хускану, организма пиҫӗхтерни!

Пӗлтӗртен тытӑнса республика «Спорт – пурнӑҫ йӗрки» анлӑ проекта пурнӑҫлама хутшӑнать. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллеве – 2024 ҫул тӗлне ҫӗршывра пурӑнакан халӑхӑн 55 процентне физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнма явӑҫтарассине – пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Паянхи куна пирӗн спортпа чӑннипех туслӑ ҫынсен тӳпи 46 процентпа танлашать.

Спортпа туслашма лайӑх майсем йӗркелени массӑллӑ физ-культурӑпа сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫе ачасемпе ҫамрӑксен шайӗнче кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлекен халӑх хушшинче те тухӑҫлӑрах йӗр-келеме май парать.

Пурӑнакан вырӑнти спорт инфратытӑмне аталантарма кӑҫал республика бюджетӗнчен 500 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутран 300 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ 10 муниципалитет пӗрлӗхӗн-че ятарлӑ газонлӑ тулли виҫеллӗ 10 футбол уйӗ тума тӑкакланать.

Тата 200 миллион тенке эпир республикӑри 19 районти, икӗ хулари спорт объекчӗсене тӗпрен юсама яратпӑр.

Кӑҫал хута ямалли спортӑн пысӑк объекчӗсен шутӗнче – Элӗк салинчи тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университе-тӗнчи ишмелли бассейнсем.

Паян республикӑра пӗтӗмпе ишмелли 82 бассейн шутланать.

Аса илтеретӗп: 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче эпӗ «Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли тата вӑй-халне аталантарма пулӑшмалли хушма майсем ҫинчен» калакан Указа алӑ пусрӑм, ӑна пурнӑҫланӑ май пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасене тӳлевсӗр майпа ишме вӗрентеҫҫӗ. Ҫак утӑм пире ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме май парать кӑна мар, шыври инкексенчен асӑрханма та пулӑшать.

Кӑҫал ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӑса хывтарас, ачасемпе ҫамрӑксен спортне тата массӑллӑ спорта аталантарассине лайӑх-латас, спорт резервне хатӗрлес енӗпе ытти мерӑсем те палӑртса хӑварнӑ.

 

Хисеплӗ депутатсем!

Эпир нихӑҫан та ҫут ҫанталӑк пурлӑхне шанса ӗҫлемен. Экономика ӳсӗмне пирӗн республикӑра инновациллӗ производствӑсем йӗркелесе, наукӑпа техникӑн юлашки ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курса, ҫа­вӑн пекех пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫ вӑйӗ пулнипе кӑна тивӗҫтерме пулать.

Ӗҫ рынокӗнче конкуренцие тӳсме пултаракан кадрсене вӗрент­се хатӗрлеме ку чухнехи тухӑҫлӑ вӗренӳ тытӑмӗ кирлӗ. Ҫын атала­нӑвӗн пахалӑхне ытларах чухне шӑпах вӗренӳ тивӗҫтерет – вӑл ӑна лайӑх специалист пулма пулӑшать, унӑн предпринимательлӗх пул-тарулӑхне аталантарать, унран ҫивӗч ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса пама пӗлекен пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ тӑвать.

Ҫавӑнпа та ҫын аталанӑвне эпир яланах пысӑк укҫа-тенкӗ хы-ватпӑр. Иртнӗ ҫулта кӑна республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн «Вӗ-ренӳ» пайӗ тӑрӑх тунӑ тӑкаксен калӑпӑшӗ 20 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗпе танлашнӑ.

Вӗренӳ сферинче капашсӑр пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Унӑн тӗп кӑтартӑвӗсенчен пӗри шкулчченхи вӗренӗве вӑйлӑн аталантарни пулса тӑчӗ.

Паянхи кун тӗлне виҫӗ ҫултан аслӑрах ачасене ача сачӗсенчи вырӑнсемпе ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтернӗ.

Ачасене пӗлӳ памалли ку чухнехи хӑтлӑ майсем туса хума тата иккӗмӗш сменӑна пӗтерме республикӑра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13 шкул тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ, 3800 вӗренӳ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Пӗлтӗр Шупашкарта Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗпе талантне тупса палӑртакан тата аталантаракан центр уҫӑлчӗ, вӑл «Сириус» моделӗпе «Наука», «Искусство» тата «Спорт» ҫул-йӗ­рӗсем енӗпе ӗҫлет. Малашне асӑннӑ центр пултаруллӑ ачасемшӗн тухӑҫлӑ «социаллӑ лифт» пулса тӑмалла.

Алӑ вӑйӗпе тӑвакан ӗҫе тата управленин кивелнӗ меслечӗсе-не пур ҫӗртен те хӗссе кӑларакан условисенче тата автоматизаципе компьютеризаци мелӗсем анлӑн ӗҫе кӗнине пула вӗрентӳ тытӑмне тата кадрсене вӗрентсе хатӗрлессине лайӑхлатмалли майсем те ул­шӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче ку чухнехи тухӑҫлӑ инфратытӑм туса хурас ӗҫе малалла та укҫа-тенкӗ хы­ватпӑр.

50 мастерской тунӑ, пӗтӗм тӗнчери стандартсене тивӗҫтерекен ку чухнехи пысӑк технологиллӗ оборудованипе пуянлатнӑ 8 компе-тенци центрӗ ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле илсен, професси вӗренӗвӗн аталанӑвне 5 ҫулта пӗтӗмпе 7 миллиард ытла укҫа-тенкӗ хывнӑ.

Техникумсемпе колледжсенчи студентсене мӗнлерех вӗрентсе хатӗрленине хак пама май паракан тухӑҫлӑ мел Ворлдскиллс (Wor-ldsrills) юхӑм шутланать.

Хусанта иртнӗ «Ҫамрӑк профессионалсем» VII Наци чемпио-начӗн финалне хутшӑнса Чӑваш Ен делегацийӗ Раҫҫейри 82 регион хушшинче пӗтӗм команда йышӗнче 16-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ.

 

Вӗренекенсемпе вӗсен вӗрентекенӗсене тата ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек лайӑх кӑтартушӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп! Малалла та ҫаплах маттур пулӑр!

Эпӗ ҫавӑн пекех республикӑри пӗтӗм вӗрентекене тав тӑвас тетӗп. Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас енӗпе тӑвакан вӗрентекен ӗҫӗн пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр. Класс ертӳҫисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗ калатӑп. Эсир пӗлетӗр: ҫӗршыв Президенчӗ мӗнпур класс ертӳҫине (республикипе 6900 яхӑн ҫын) вӗсен яваплӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗшӗн 5 пин тенкӗ хушса тӳлесси ҫинчен йы-шӑну турӗ.

Малашлӑхри ҫывӑх ҫулсенче пирӗн умра ҫак тӗллевсем тӑ-раҫҫӗ.

Пӗрремӗшӗнчен, паян республикӑра шкулчченхи организацисенче пӗр ҫулталӑкран аслӑрах ачасен 77 ытла процентне вырӑн-семпе тивӗҫтернӗ. Ача амӑшӗн, хӑйӗн кӑмӑлне кура, декретлӑ отпуска маларах вӗҫлесе ӗҫе тухма май пултӑр тесен, ҫавнашкал вы­рӑнсемпе пепкесене ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтермелле.

Ҫакӑн валли 2020 – 2021 ҫулсенче тата 1840 вырӑнлӑ 9 ача садне хута ямалла.

Иккӗмӗшӗнчен, паянхи кун тӗлне 30,5 пин ытла ача кивелнин шайӗ 50 тата унтан та пысӑкрах процентпа танлашакан шкулсенче вӗренет. Хальхи требованисене тивӗҫтерекен майсем ту-са хума, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисене тӗпрен юсама кӑҫал 510 миллион тенкӗ каять. Унсӑр пуҫне, пуҫламӑш классенче вӗрене-кенсем валли вӗрентӳ сӗтел-пуканне туянма 200 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ҫакӑ ҫителӗксӗр тесе шутлатӑп. Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле виҫӗ ҫул хушшинче шкулсене хальхи вӑхӑтри сӗтел-пуканпа туллин тивӗҫтерме хушатӑп.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн тата 190 шкулта апат-ҫимӗҫ блокӗсе-не ҫӗнетмелле. Ку ӗҫе вӗҫлес пулать. Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара пуҫламӑш классенче вӗренекен 62 пин ытла ачана тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, Шупашкарти ачасен «Кванториум» техно-паркӗн ӗҫ опычӗ асӑннӑ площадка ачана ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем енӗпе тата инженерипе техника ҫул-йӗрӗпе аталантарма пулӑшнине ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗ. 2020 – 2021 ҫулсенче ачасен куҫӑмлӑ тата 3 технопаркне уҫма тӗллев лартатӑп.

Пиллӗкмӗшӗнчен, ял ачисене «Технологи», «Информатика», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем» предметсемпе лайӑх пахалӑх-лӑ пӗлӳ илме майсем туса парас шутпа ялти 40 шкулта гуманитарипе цифра профильлӗ «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем туса хунӑ. Вӗсене пурне те хальхи вӑхӑтри компьютер тата интерактивлӑ оборудованипе тивӗҫтернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине 2024 ҫулччен ҫавнашкал тата 140 центр туса хума хушатӑп.

«Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫлама 6 ҫул хушшинче 100 ытла миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑрат­пӑр: ҫын аталанӑвне инвестицисем хывни – ӑнӑҫуллӑ ӗҫ! Ачасен пуласлӑхӗ пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ!

 

Хисеплӗ депутатсем!

Хуть хӑш саманара та аталанӑва ҫамрӑксем хӑват кӳреҫҫӗ. Па-ян вӑл – влаҫӑн ырӑ пуҫарусене ӗҫе кӗртес тӗлӗшри чи шанчӑклӑ ӗҫтешӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах вара шӑпах хастар, лайӑх пӗлӳ илнӗ ҫам-рӑк ҫынсен муниципалитета тата патшалӑха тытса пырассине хӑй-сен аллине илме тивет.

Ҫавӑнпа та эпир ҫамрӑксене пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан майсем туса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Яш-кӗрӗме пур пек социаллӑ ҫамӑллӑхсем ҫинчен те анлӑрах пӗлтерсе тӑмалла – патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӗсенчен кашниех усӑ курма пултартӑр.

Тата, паллах, республика илӗртӳллӗрех, пурӑнма хӑтлӑрах пулса пытӑр тесен мӗн тумаллине те пирӗн чӑн малтанах вӗсенчен ыйтмалла.

Республикӑри ҫамрӑксен нушисемпе интересӗсене тата чун туртӑмне уҫӑмлатма пулӑшакан анлӑ социологи тӗпчевӗ туса ирт­терме хушатӑп. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тӗпе хурса яш-кӗрӗме хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫма пулӑшакан майсем туса памалли мерӑ­сен комплексне хатӗрлеме, ӑна ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспита-нийӗ парассине тивӗҫтерекен пӗрлехи информаци анлӑхне йӗрке­леме хушатӑп.

Чӑваш Ене аталантармалли паха шухӑшсем сӗнме пултаракан тата ҫӗнӗлле шухӑшлакан ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ та хастар яш-кӗ­рӗме пӗрлештерсе тӑракан ҫамрӑксен общество юхӑмне туса хума вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп.

Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та шута илмелле: хальхи вӑхӑтри информаци технологийӗсен тӗнчи ҫамрӑксене ҫӗнӗ пӗлӳсемпе хӑнӑхусене алла илме майсем туса парать кӑна мар, вӗсен хӑрушсӑрлӑхне сиенлеме те пултарать. Радикаллӑ шухӑшсем ытларах чухне шӑпах ҫамрӑксен хушшинче сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавӑнпа та аркату тӗллевлӗ информацирен асӑрхаттармалли тата хӳтӗлемелли меслетсене туса хатӗрлемелле.

Тата тепӗр питӗ пӗлтерӗшлӗ туртӑм ҫине тимлӗрех пӑхма ый-татӑп – Раҫҫей Президенчӗ доброволецсен организацийӗсене гражданла общество йӗркелемелли никӗс вырӑнне хурать.

Волонтер юхӑмне мӗн чухлӗ ытларах ҫын хутшӑнать, халӑх-шӑн кирлӗ те усӑллӑ ӗҫсене ҫавӑн чухлӗ ытларах тума май килет. Ҫавна кура ҫамрӑксене волонтер юхӑмне хутшӑнтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнетӗп.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Республикин пӗтӗмӗшле аталанӑвӗ тата унӑн кашни уй-рӑм ҫыннин ҫитӗнӗвӗ ытларах чухне ӑс-хакӑл никӗсӗсене йӗркеллӗн сыхласа упранинчен тата ҫемье хаклӑхӗсене тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пынинчен килет.

Ҫемье – чи хаклӑ та ҫывӑх ҫынсем, нимрен хаклӑ тӑван кил-йыш, вӑл пире хамӑра чӑннипех телейлӗ туйма пулӑшать. Ваттисен сӑмахӗ ахальтен мар: «Ҫемьери ҫынсем пурте килте чухне чун та вырӑнта», – тесе палӑртать.

Чӑваш Ен халӑхӗшӗн ҫемье хаклӑхӗсем хуть хӑш саманара та тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. Унӑн ҫемье пурнӑҫӗн никӗсӗсем ҫаксем – мӑ­шӑрсен ҫирӗп пӗрлӗхӗ, ачасемшӗн тӑрӑшни, атте-аннене сума-суни, пӗр-пӗрне шанса хисеплени, шанчӑклӑх тата иксӗлми юрату.

Республикӑра Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинчи чи пӗчӗк уй-рӑлусен шучӗ пӗр ҫул ҫеҫ мар палӑрать. Туслӑ та ҫирӗп ҫемьесем пирӗн ӗмӗрхи йӑла-йӗрке хаклӑхӗсене ятарлӑ майпа сарма тӑрӑшакан гражданла мӑшӑрланупа ирӗклӗ хутшӑнусен «моди» нихӑҫан та улӑштарма пултарайманнине ӗненмелле ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх паракан социаллӑ пулӑшупа ти-вӗҫтерме 6 ҫул хушшинче 26 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрма па­лӑртнӑ.

Кӑҫалтан пуҫласа пӗрремӗш ача ҫуралсан кашни уйӑхра паракан тӳлеве памалла тунӑ чухне шута илекен кирлӗлӗх виҫине улӑш-тарнӑ. Ҫемьен ҫын пуҫне тивекен тупӑш виҫине пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫен 1,5 шайӗнчен 2 хута ҫитиччен пысӑклатнӑ, тӳлев вӑ-хӑтне ача виҫӗ ҫула ҫитичченхи тапхӑр таран тӑснӑ. Асӑннӑ улшӑну-сем вӑя кӗриччен тӳлеве ҫемьесен 55 проценчӗ илсе тӑнӑ. Халӗ эпир вӗсен шутне 82 процента ҫити пысӑклатма пултаратпӑр, ку вӑл 8700 ытла ҫемье.

Кӑҫалтан тытӑнса ҫавӑн пекех ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫ-ҫӑнхи ачасемшӗн тӳлев уйӑрса панӑ чухнехи кирлӗлӗх виҫине пу-рӑнма кирлӗ чи пӗчӗк 2 виҫене ҫити улӑштарнӑ. Асӑннӑ пулӑшу тӗ-сӗпе ҫемьесен 95 процентне тивӗҫтерме палӑртатпӑр.

Ача ҫуратассине хавхалантарма, ҫавӑн пекех сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма калама ҫук пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ пулма хатӗрленекен мӑшӑр­семшӗн ҫакӑ лайӑх хыпар пулӗ тетӗп – эпир те виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан республикӑри амӑшӗн капиталӗн виҫине пӗрре ҫурӑ хут – 100 пинрен 150 пине ҫити – ӳстересси ҫинчен йышӑну турӑмӑр!

Кашни ҫемьерех телей, тулӑх пурнӑҫ, пӗр-пӗрне ӑнланни тата иксӗлми юрату хуҫаланнӑ, кашни килтех ачасен хаваслӑ сасси илемлӗн янӑраса тӑнӑ чухне пирӗн общество та ҫирӗп, патшалӑхӑмӑр та вӑйлӑ!

 

Хаклӑ туссем!

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ кашни ҫемьешӗнех, кашни ҫын-шӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫынсене вӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне парасси мӗнпур шайри влаҫ органӗсем-шӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутӗнче.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫа кӗртнӗ юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче ҫакӑн валли тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 10 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, 20 пин ытла ҫемье патшалӑх пу-лӑшӑвне тивӗҫнӗ.

Кӑҫал ҫавнашкал пулӑшӑва 4 пин ытла ҫемье илме пултарать. Асӑннӑ тӗллевсем валли тӗрлӗ шайри бюджетран 1 миллиард та 700 миллион ытла укҫа-тенкӗ каять.

Тӑвакан хваттерсем лайӑх сутӑнаҫҫӗ, ку тӗлӗшпе граждансене ипотека кредичӗсем уйӑрса парас ӗҫе аталантарни ырӑ витӗм кӳрет. Кӑҫалтан тытӑнса ял ипотекине ӗҫе кӗртнине пула харпӑр хӑй валли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ аталанӑвӗ те хушма майпа ҫӗнӗ вӑй илет.

Пур пек майсене шута илсе Чӑваш Ен Строительство министерстви умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тата стро­ительство отраслӗн организацийӗсемпе пӗрле 2020 ҫулта 750 пин тӑваткал метртан сахал мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкне хута ярассине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.

Эпӗ ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси ҫинчен калаҫнӑ чухне туса лартнӑ ҫурт-йӗре кӑна мар, ҫавӑн пекех хамӑр пурӑнакан пӗтӗм хула е ял хутлӑхне те шута илетӗп.

Ҫынсем влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хӑйсен йӗри-тав-рашӗнче кунсерен пулса иртекен ырӑ улшӑнусем тӑрӑх хаклаҫ-ҫӗ. Каҫхине подъездра ҫутӑ ҫунать-и? Картишне кирлӗ пек та­сатаҫҫӗ-и? Унта ача-пӑча площадки, чечек клумбисем, меллӗ саксем пур-и тата? Хӑйсем куллен утса ҫӳрекен тротуарсене юсанӑ-и?

Ман шутпа, халӑх кӑмӑл-туйӑмне ытларах чухне шӑпах ҫак хут-лӑх пахалӑхӗ палӑртать. Кашни ҫынах хӑтлӑхра пурӑнасшӑн, хӑйӗн тӑван хулинче е ялӗнче пушӑ вӑхӑта ҫемйипе пӗрле канлӗн тата усӑллӑн ирттермелли хальхи вӑхӑтри обществӑлла хутлӑх пулнине те курасшӑн.

Палӑртса хӑваратӑп: 2011 ҫултан пуҫласа эпир картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли анлӑ програм-мӑна пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр. Ҫак тапхӑрта 1900 яхӑн картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 800 ытла ҫула юсанӑ. Ку чӑн­нипех пысӑк ӗҫ.

Раҫҫей Строительство министерстви Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указне тӗпе хурса шутласа палӑртакан хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика Федерацин Атӑл-ҫи округӗнче тирпей-илем кӗртнӗ хуласен тӳпи енӗпе тӳрех виҫӗ уш-кӑнра – пысӑк, вӑтам тата пӗчӗк хуласен йышӗнче – малти ретре тӑрать. Чӑваш Енӗн тӑхӑр хулинчен пиллӗкӗшӗ 180 тата унтан та ытларах балл пухнӑ, эппин, кашнинчех унта хулан лайӑх хутлӑхне йӗркеленӗ.

Ҫапах лайӑх хутлӑх туса хурас ӗҫе ҫав вырӑнта пурӑнакансем хӑйсем те хастарлӑн хутшӑнни унтан та ытларах савӑнтарать. Ҫакӑ кирек мӗнле программа та ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланассине ҫирӗп шанчӑк кӳрет. Ҫынсем управлени йышӑнӑвӗсене тунӑ ҫӗре хӑйсем те хут-шӑннине пӗлсе-туйса тӑнӑ чухне тирпей-илем кӗртнӗ территорисем те типтерлӗн сыхланса упранаҫҫӗ.

Кашниех хӑй пурӑнакан кил-ҫуртшӑн, урамшӑн, хулашӑн тата пӗтӗм республикӑшӑн яваплӑ пулни тата вӗсене типтерлӗ упрани – юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр аталӑнӑвӗпе ырлӑхӗн никӗсӗ.

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитет пӗрлӗхӗсенчи ҫынсем пурӑнакан хутлӑхӑн хӑтлӑлӑхне ӳстермелли хушма майсем ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнине эсир пӗлетӗр. Паян халӑх пурӑна­кан 119 вырӑнти 1200 ытла картиш территорине тирпей-илем кӗрт­мелле. Урамсене, картишсен территорийӗсене, кану вырӑнӗсене тирпей-илем кӗртме, экопарковкӑсем тума, ҫутӑпа тивӗҫтерме хушма майпа пӗр миллиард ҫурӑ укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ырӑ улшӑнусем пулса иртнине 380 пине яхӑн ҫын, урӑхла каласан, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни виҫҫӗ­мӗшӗ курса савӑнма пултарӗ.

Кӑҫал ҫавӑн пекех 800 пин ытла ҫын усӑ куракан тротуарсен 370 пин ытла тӑваткал метр лаптӑкне юсаса йӗркене кӗртме палӑрт­нӑ.

Республикӑра кунсерен тӗрлӗ ҫул-йӗр енӗпе 365 пин тӗслӗх шайӗнче социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ поликлиникӑсенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, культурӑпа спорт учрежденийӗсенче.

Кӑҫал эпир социаллӑ сферӑри 800 ытла патшалӑх тата муниципалитет учрежденине, е вӗсен 66 процентне, ҫӗнетме палӑртат­пӑр. Ун валли бюджетран 8 миллиардран кая мар укҫа-тенкӗ ярат­пӑр. Ҫав тӗллевсем валли ҫавнашкал пысӑк укҫа-тенкӗ халиччен пӗрре те уйӑрни пулман, эпир ҫакна республикӑра пурӑна-кансемшӗн хӑтлӑ майсем туса хурас шутпа тӑватпӑр.

Ҫитменнине ҫавна та манар мар, пирӗн хуласен урамӗсемпе картишӗсен тирпейлӗхӗ республикӑн туризм вӑй-хӑватне ӳстерес ӗҫ ҫине пысӑк витӗм кӳрет.

2019 ҫулта эпир «Чӑваш Ен – Атӑл чӗри» туризм кластерне тума тытӑнтӑмӑр. Ку проекта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ыр-ланӑ, ӑна пурнӑҫлама мӗнпур финанс ҫӑл куҫӗнчен 2 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Шупашкар заливне, Хӗрлӗ тӳреме, ҫавӑн пекех арҫынсен Ҫвет-туй Троица православи мӑнастирӗ патӗнчи Мускав ҫыранлӑхне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Шупашкар ҫыннисем те, республикӑн тӗп хулин хӑнисем те тем пекех килӗштеркен ҫав кану вырӑнӗсем юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тата та илӗртӳллӗрех пуласси пирки иккӗленместӗп.

2019 ҫулта Етӗрне хули хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑчӗ. Хула поселенине тирпей-илем кӗртме федераци тата республика бюджечӗсенчен 50 миллион тенкӗ янӑ. Етӗрнешӗн ҫакӑ курӑмлӑ пулӑшу!

Эпӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хулара та, ялта та пу-рӑнма пӗрешкел хӑтлӑ условисем йӗркелеме май паракан ҫавна-шкал проектсене туса хатӗрлесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхма чӗн-се калатӑп.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Эпир социаллӑ тӗллевлӗ патшалӑх политикине тухӑҫлӑн пур-нӑҫа кӗртетпӗр. Ватӑ ҫынсене, амӑшлӑхпа ачалӑха, сусӑрсене тата сахал тупӑшлӑ ҫынсене пулӑшу пама 2020 ҫулта 14 миллиард ытла укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Республикӑра пурӑнакан пенси ӳсӗмӗнчи 205 пин ытла ҫын со-циаллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелне 14 ҫул-йӗр енӗпе илет.

Пӗлтӗр ятарлӑ хӑпарткӑчсемпе тивӗҫтернӗ, ҫавӑн пекех питех тухса ҫӳреймен ҫынсене тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене турттармалли вырӑнсем пӑхса хӑварнӑ 30 автомашина туяннӑ.

Пенси ӳсӗмӗнчи ӗҫченсен халь ӗҫлекен предприятирех ӗҫлеме юлас тата хӑйсен ӗҫ рынокӗнчи конкуренци пултарулӑхне ӳстерес тӗллевпе ҫӗнӗ ӗҫе вӗренме е ӑсталӑхне пысӑклатма май пур. Кӑ-ҫалтан пуҫласа 50 ҫулти е аслӑрах ҫынсем професси пӗлӗвӗ е хушма професси пӗлӗвӗ илме пултараҫҫӗ.

Паян республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшу мелне илсе тӑрать. Тӗслӗхрен, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ком-муналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлес енӗпе паракан ҫӑмӑллӑхсемпе кӑна пӗлтӗр 317 пин ытла ҫын пӗтӗмӗшле 1 миллиард та 300 мил-лион тенкӗлӗх усӑ курнӑ.

Кӑҫал социаллӑ пулӑшу майӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Ӗҫлев министерстви Чӑваш Республикине ҫынсен тупӑшӗсене ӳстермелли тата чухӑнлӑх шайне 2024 ҫул тӗл-не икӗ хут чакармалли пилотлӑ проекта пурнӑҫлакан Раҫҫей Феде-рацийӗн субъекчӗсен йышне кӗртрӗ.

Кӑҫалтан пуҫласа, пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене тата пӗччен пурӑнакан чухӑн ҫынсене социаллӑ контракт никӗсӗ ҫинче патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗпе тивӗҫте-реҫҫӗ.

Ӗҫе вырнаҫнӑшӑн е ӗҫпе тивӗҫтерекен служба пулӑшнипе про-фесси пӗлӗвӗ илнӗшӗн тӳлевсем евӗр паракан пулӑшу мелне, ҫавӑн пекех вӗреннӗ тапхӑрта тӳлевсем уйӑрса панипе вӗрентӳ курсӗшӗн тӳлесе татӑлмалли мая пӑхса хӑварнӑ.

Хӑйӗн ӗҫне уҫма шутлакан ҫынсемпе социаллӑ контрактсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ хыҫҫӑн ҫавнашкал ҫынсене предприниматель ӗҫ-хӗлне 3 ҫултан кая мар пурнӑҫламалли условипе 250 пин тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех ҫемьесене кашни уйӑхра, анчах та 12 уйӑхран ытла мар, 10 пин тенкӗ виҫепе тӳрремӗн укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ парассине те пӑхса хӑварнӑ (тӳлеве ҫемьери пӗр ҫынна параҫҫӗ).

Кӑҫал 3800-тен кая мар социаллӑ контракт ҫирӗплетме па-лӑртнӑ. Ҫав тӗллевсем валли федераци бюджетӗнчен кашни ҫулах 372 миллион та 400 пин виҫепе укҫа-тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Соци-аллӑ контрактсене пула 14 пин ытла ҫыннӑн тупӑшӗсем чухӑнлӑх шайӗнчен ҫӳлерех шая хӑпараҫҫӗ.

Федераци Пухӑвне янӑ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви сахал тупӑшлӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу парас енӗпе йы­шӑнакан питех те пӗлтерӗшлӗ мерӑсене палӑртса хӑварчӗ.

Патшалӑх паракан социаллӑ пулӑшӑвӑн ҫав ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсем, ҫавӑн пекех республикӑра йышӑнакан ҫӗнӗ хушма мерӑсем, пире чухӑн ҫынсен тӳпине ҫулталӑк хушшинче 2,5–3 процента ҫити чакарма май параҫҫӗ.

 

Хаклӑ туссем!

Ҫын сывлӑхӗн тӑрӑмне йӗркелекен витӗмлӗ сӑлтавсенчен пӗ-ри ҫут ҫанталӑк хутлӑхӗн пахалӑхӗ пулса тӑрать. Шӑпах таврари ҫут ҫанталӑк пире мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать.

Пирӗн республикӑра ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас ӗҫре влаҫ органӗсемпе гражданла общество ин­ститучӗсен тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пултарни савӑнтарать.

«Симӗс патруль» экологи общество организацийӗн экспер-чӗсен хаклавӗ тӑрӑх, экологи лару-тӑрӑвӗ енӗпе Чӑваш Ен Федерацин Атӑлҫи округӗнче 2-мӗш тата Раҫҫейри пӗтӗм наци шайӗнчи эко-логи рейтингӗнче 14-мӗш вырӑнта тӑрать.

Экологи тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани пире чылай мала иртме пулӑшрӗ.

Республика коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ярас енӗпе Раҫ-ҫейри малта пыракан регионсен шутӗнче. Эпир Шупашкар хулинчи Питтукассин коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар ра-йонӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр пин ытла ҫынна канӑҫ паман пысӑк пӗл-терӗшлӗ ыйтӑва татса патӑмӑр. Ҫав ҫӳп-ҫап вырӑнӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Паян ку районта сиенлӗ хутӑшсен шайӗ санитари нормисене туллин тивӗҫтерет.

Концесси килӗшӗвӗн шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортировка тӑвакан комплекспа тивӗҫтернӗ коммуналлӑ хытӑ каяшсен полигонне йӗр­келенӗ тата ҫӳп-ҫапа пушатса тиекен, унӑн уйрӑм тӗсӗсене сортлакан станци тунӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри мӗнпур муниципалитет пӗрлӗ-хӗнче каяшсене пухмалли вырӑнсем туса хатӗрленӗ, контейнерсем вырнаҫтарнӑ.

Ялта тата хулра пурӑнакансене коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ямалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса пани мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулнине тӗрӗс ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп.

Экологи хӑрушсӑрлӑхне малалла ӳстерсе пыма полигона кил-се тӑракан каяшсен шутне чакармалла тесе шутлатӑп. Кӑҫалхи ҫул вӗҫӗ тӗлне хула округӗсенче, 2021 ҫулта вара пӗтӗм республикипе ҫӳп-ҫапа уйрӑмшарӑн пухма тытӑнма тӗллев ларта­тӑп. Ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар, анчах пулать.

«Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май пирӗн 2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне хулисенчи, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫичӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене туса пӗтермелле.

Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтармалли халь ӗҫлекен 11 объект тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупӑнать тата вӗсен вырӑнӗсем йӗркене кӗрсе ҫитеҫҫӗ.

Ҫапла вара Чӑваш Енре коммуналлӑ каяшсене чавса чикес ыйту пуҫӗпех, шанса тӑратӑп, яланлӑхах татӑлать.

Атӑла сыватас енӗпе тумалли ӗҫсене эпир малалла тӑсатпӑр. Ун валли 2024 ҫулччен «Атӑла сыватасси» регион проекчӗн ша-йӗнче Атӑла тата унӑн юпписене юхса тухакан таса мар каяш шывсен калӑпӑшне 3 хут чакарма май паракан 13 объект туса ларт-малла.

Палӑртса хӑварас тетӗп: ҫитес виҫӗ ҫулта Чӑваш Ен Строительство министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологи мелӗпе тасататакан сооруженисем» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн шламсен отстойникӗпе шлам пухкӑчӗн вырӑнне йӗркене кӗртсе ҫитерме йышӑннӑ. Асӑннӑ объект Атӑла тасатмалли тытӑма кӗрекен объектсенчен чи пӗлтерӗшли шутланать. Ҫак тӗллевсем валли 1 миллиард та 143 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавна пула 23 гектар ҫӗр хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗрет, ҫынсен сывлӑхӗн пахалӑхӗ те лайӑхла­нать.

Шывпа тивӗҫтерекен 550 ҫӑл куҫа (ку вӑл шыв илмелли сква-жинӑсем тата шыв пусӑм башнисем) юсаса йӗркене кӗртмелле. Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 340 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр.

Ҫавӑн пекех кӑҫал Шупашкар хулин Ҫурҫӗр-Хӗвел анӑҫ микро­районӗнчи насус станцийӗнчен тытӑнса Чантӑр ялне ҫитиччен шыв пӑрӑхӗсем хывас ӗҫе вӗҫне ҫитермелле, ҫакӑ пахалӑхлӑ ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ хула ҫыннисен тӳпине 96,5 процента ҫитерме май парать.

Пӑрачкав салинче шыв пӑрӑхӗсем тӑвас ӗҫӗн иккӗмӗш тап-хӑрне те вӗҫлемелле.

Кӑҫал 400 гектар ытла лаптӑкра вӑрмансене ҫӗнетмелли ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла вара эпир 2010 ҫулта ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗсенче вӑрман лартса ӳстерес ӗҫе туллин вӗҫлетпӗр.

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Транспорт инфратытӑмӗ общество пурнӑҫӗн мӗнпур сферине аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫулсен пахалӑхӗ – республикӑн ят-сумне йӗркелекен тӗп паллӑсенчен пӗри, унӑн инвестици вӑй-халӗн паха кӑтартӑвӗ.

Юлашки 10 ҫулта республикӑра 2 пин ҫухрӑм ытла ҫула юсанӑ. Пӗлтӗр кӑна автомобиль ҫулӗсем тума, юсаса ҫӗнетме, юсама тата тытса тӑма 5 миллиард ытла укҫа-тенкӗ янӑ.

Пирӗн ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ – ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварни. Чӑваш Ен территорийӗнче ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен шучӗ, вӗсенче аманнисен тата вилнисен хисепӗ шайлашуллӑн чакса пырать. «Хӑрушлӑхсӑр тата лайӑх пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра 2024 ҫул тӗлне ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инкекӗсенчи вилеслӗх кӑтартӑвне 100 пин ҫын пуҫне 4 ҫынран иртмен шая ҫитерме тӗллев лартатпӑр.

Пирӗн республикӑн тӗп хулинче урампа ҫул-йӗр сетьне аталантарас, тӗп транспорт магистралӗсен ирттерме пултараслӑхне ӳс-терес, транспорт коридорӗсен пӗр пӗтӗм тытӑмне туса хурас, аварисен шутне чакарас тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Эпир федераци влаҫӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула республика кӑҫалах федераци бюджетӗнчен ҫӗнӗ троллейбуссем, ҫав шутра хӑйсем тӗллӗн ҫӳреме пултараканнисене, туянма ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ илет.

Асӑннӑ укҫа-тенкӗпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти трол-лейбус управленийӗсем хӑйсен автопаркне палӑрмаллах ҫӗнетме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ пассажирсем турттарас ӗҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан калама ҫук паха мел! Пирӗн транспорт ӗҫченӗсен ҫав-нашкал лайӑх майсем нихӑҫан та пулман!

 

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Ен территорийӗнчи халӑхсем мӗн ӗлӗкрен пӗр-пӗрне ырӑ сунса, ӑнланса, нацисемпе тӗнсен хушшинчи ҫураҫулӑха упраса тата туслӑн килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗн халӑхӑн сайра йышши культури пӗтӗм этемлӗхӗн ӗмӗр-хи хаклӑхӗсем, ҫемьери ҫирӗп ҫыхӑну, юрату тата ӑнлану ҫинче ни-кӗсленет. Вӗсем пирӗншӗн пуриншӗн те пултаруллӑ вӑй-халпа хавхалану кӳрекен иксӗлми ҫӑл куҫ пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енре патшалӑх политики мӗнпур наци ҫыннине пӗр-пӗ-рин ӑс-хакӑлӗпе пуянланма, ҫураҫуллӑн малалла аталанма, хӑйӗн чӗлхине тата культурин еткерлӗхне тивӗҫлипе сыхласа упрама пу-лӑшакан майсем йӗркелеме палӑртать. Ҫавӑнпа та культура сферине аталантарасси тата пулӑшасси пирӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗл-левсен шутӗнче.

Иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнчен отрасль валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 3 миллиард та 600 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче вӑл 2,8 хут ӳснӗ. Ку тап­хӑрта 250 ытла клуб учрежденине тӗпрен юсанӑ.

Кӑҫал культура учрежденийӗсене юсама тата ҫӗнетме, библи-отекӑсемпе архивсен, ҫавӑн пекех ача-пӑча ӳнер шкулӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме 600 ытла миллион тенкӗ каять.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ май 2016 – 2018 ҫулсенче ялти 18 культура ҫурчӗ туса лартрӑмӑр. Тата 7 клуба эпир кӑҫал хута яратпӑр.

Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орга-нӗсемпе пӗрле 2021–2024 ҫулсенче ялти ҫӗнӗ тепӗр 25 культура ҫуртне хута ярассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Чӑваш Ен ҫӗнетнӗ кинозалсем уҫассипе Раҫҫейре малта пыракансен йышне кӗрет. Федерацин Атӑлҫи округӗнче республика 1 ҫӗ-нӗ кинозал пуҫне тивекен халӑх шучӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.

Искусство шкулӗсене ҫӳрекен ачасен йышӗпе республика Федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать.

Республика музейӗсем иртнӗ кун-ҫулӑн аваллӑхне сыхласа уп-рас тата ачасемпе ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре пы-сӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявланӑ вӑхӑтра проект-сем пурнӑҫласси пулса тӑрать.

Паян историне ҫӗнӗлле тата ӑна пӑсса ҫырма хӑтланакансем каллех пуҫ ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче пирӗн пӗр пӗтӗм халӑх нихҫан пулман хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни, вӑл Тӑ-ван ҫӗршыва пӗтӗм чунтан юратни ҫинчен ҫамрӑксене чӑннине каласа пани ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.

Мухтавлӑ геройсен паттӑрлӑхӗ пире Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Эпӗ ҫакна пӗрре ҫеҫ каламан, ҫапах та тепӗр хут аса илтере-тӗп – влаҫ органӗсен умри тӗп тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса парас тесен Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсемпе тӑтӑшах хутшӑнса тӑмалла. Ахаль ҫынсен нушисемпе шухӑш-сӗнӗвне итлемелле кӑна мар, вӗ­сене илтмелле тата ӑнланмалла. Ҫавӑн чухне кӑна эпир умри тӗл-левсене пурнӑҫлама пултаратпӑр.

Халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле, хӑйсен территорийӗнче е отраслӗнче палӑракан тӗп ҫивӗч ыйтусене лайӑх пӗлсе тӑмалла. Ҫакна тума министерствӑсемпе ведомствӑсен, муниципалитет пуҫ­лӑхӗсен иртен пуҫласа каҫчен ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йы-шӑну ирттерме кирлӗ те мар.

Паян экономикӑн тата общество пурнӑҫӗн пӗтӗм сфериех ци-фра технологийӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хамӑн пӗлтӗрхи Ҫырура эпӗ должноҫри мӗнпур ҫынна социаллӑ сетьсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма, ҫынсен ыйтӑвӗсене тарӑнрах тишкерме тата вӗсемпе ти­вӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелеме чӗнсе каларӑм. Унтанпа республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисенчен пурте тенӗ пекех анлӑрах сарӑлнӑ социаллӑ сетьсенче харпӑр хӑй аккаунтне уҫрӗҫ. Ҫакӑ тӗрӗс йышӑну. Ҫитменнине тата Чӑваш Республикин территорийӗнче «Цифра танмарлӑхне сиресси» програм-мӑна пурнӑҫланине пула «Интернет» сечӗпе ҫыхӑнас тӗлӗшпе паян йывӑрлӑхсем ҫук.

Иртнӗ ҫултанпа ӗҫе кӗртнӗ «Инциндент-менеджмент» мониторинг тумалли тытӑм урлӑ ҫынсене кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрханта-ракан ыйтусемлӗ 9,5 пин ытла хыпар илнӗ. Республикӑра пурӑнакан хастар чунлӑ ҫынсене пула патшалӑх влаҫӗн органӗсем тата вы-рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тӗрлӗ сферӑра йӗркеленнӗ ҫивӗч ыйтусен ытларах йышне (тӗрӗсрех каласан – 75 процентран кая мар  пайне) вӑхӑтра тишкерме тата татса пама пултарнӑ.

Халӑхпа интерактивлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли мелсене малалла та лайӑхлатса пымалла тесе шутлатӑп. Халӑх влаҫ орга­нӗсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пуласси ҫакӑнтан та килет. Уҫӑлӑх, таса чун-лӑх, уҫҫӑнлӑх – акӑ пирӗн тӗп принципсем, Чӑваш Енре патша-лӑхпа муниципалитет влаҫӗ гражданла обществӑпа хутшӑнса ӗҫленӗ чухне вӗсене яланах асра тытать.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Кӑҫал пире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсем кӗтеҫҫӗ.

Хӑш халӑх ҫынни пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине е политикӑри шухӑшсене пӑхмасӑр, наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн, пат­шалӑхӑмӑр аталанӑвӗпе ырлӑхӗшӗн хӑй пултарнӑ таран тӑрӑшасси – Раҫҫейре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ.

Ҫавна шута илсе эпӗ мӗнпур политика вӑйӗсене хӑйсен ӗҫӗн-че партин пайӑр интересӗсене мар, чӑн малтанах, хӑйсен суйлавҫи-сен – Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсен – нушисене тӗп вы-рӑна хума чӗнсе калас тетӗп.

Паллах, эпир пурсӑмӑр та ӑрасна, юратнӑ республикӑмӑр малалла мӗнлерех ҫулпа утмалли пирки те тӗрлӗрен шухӑшлатпӑр. Ҫавна май пӗтӗм ҫивӗч ыйтӑва татса памалли универсаллӑ ӑслай ҫуккине тата суйласа илекен кирек хӑш аталану ҫулӗ те пӗртен-пӗр тӗрӗсси пулма пултарайманнине эпир пурте лайӑх ӑнланатпӑр.

Ҫапах та пӗрле, пӗрлӗхе, ӑс-хакӑл пӗрлӗхне, хамӑр хушӑри тӑ-нӑҫлӑха тата нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе упраса эпир паянхи чӗнӳсем тӗлӗшпе вырӑнлӑ йышӑну тума пултарасса эпӗ ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пирӗн умра пӗрле татса памалли тӗллев чылай-ха. Чи малтан пурнӑҫламаллисенчен пӗри вӑл – социаллӑ хӳтлӗхе тата халӑх пур-нӑҫӗн тулӑхлӑхне ӳстересси. Пирӗнтен пурин умӗнче те чи ҫывӑх ҫулсенче республикӑна аталанӑвӑн пачах ҫӗнӗ шайне ҫӗклес тӗл­лев тӑрать. Ҫавӑнпа та мӗн шухӑшласа хунине эпир сирӗнпе пӗрле йӑлтах пурнӑҫлама пултарасси пирки эпӗ иккӗленместӗп. Пире вӗт пурсӑмӑра та Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратни пӗрлештерет.

Вӑйсене пӗтӗҫтерсе, ҫирӗплӗхе упраса, тытӑмлӑн тата тӗл-левлӗн ӗҫлесе эпир чи анлӑ тата курӑмлӑ плансене темле пулсан та пурнӑҫлатпӑрах.

«Ырлӑхран ывӑнман теҫҫӗ», – вӗрентет халӑхӑмӑрӑн ӑсӗ.

Мӑн асаттемӗрсем шухӑшсен тасалӑхӗпе чун-чӗре ӑшшине тӗ­рӗс-тӗкел сыхласа упрама, ытти ҫынна хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ, са-пӑр та таса чунлӑ пулма халалласа хӑварнӑ. Эппин, атьӑр-ха, вӗсен ӑс-хакӑл халалне яланах асра тытса пурӑнар.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, тӑван ҫӗре ырлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине туйса тӑни пире Тӑван ҫӗршывӑмӑра телейлӗ тата ӑнӑҫуллӑ тума пулӑшасса эпӗ ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

Ҫакна тума пирӗн пӗтӗм май пур!

Итленӗшӗн пысӑк тав!

Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии Государственному Совету
Баннеры
Ремонтные работы
Администрация Чебоксарского района
Доступная среда
Детский сад "Дружба" теперь в Контакте
Безопасный детский сад
Независимая оценка качества услуг
Безопасный ИНТЕРНЕТ
Чебоксарская районная организация профсоюза работников образования
Отдел образования и молодежной политики
Питание
Независимая оценка качества образования
Национальный проект "Образование"
Новости
Объявления
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList