«Никама та манман, нимĕн те манăςман»
Дата: 01.09.2020 Автор: Антонова З.И. Авăн уйăхĕн пуςламăшĕнче 7-мĕш класс ачисемпе Тăван ςĕршывăн Аслă вăрςин паллă пулăмĕсемпе ςыхăнтарнă, фашистла Германие ςĕнтернĕренпе 75 ςул ςитнине халалланă уςă калаςу урокĕ иртрĕ. Çак урокра вĕсем Уйкас-Янасал тăрăхĕнчи вăрςă паттăрĕсене, тыл ĕςченĕсене аса илчĕς, вĕсен йывăр кун-ςулĕпе паллашрĕς. Уйрăмах Иванов Леонид Ивановичăн, вăрςă паттăрĕн, ςырăвĕсем ачасене тарăн шухăша ячĕς. Паттăр салтакăн ниме парăнманлăхĕ, ςĕнтер\шĕн малалла талпăнни, юлташĕсене хавхалантарни ачасемшĕн пысăк тĕслĕх вырăнĕнче юлчĕ.
Вăрςăн паллă пулăмĕсене, ςар хатĕрĕсем кăларнă хуласене, паллă ςар пуςĕсене, вăрςăн паллă тапхăрĕсене аса илсе викторина та йĕркелерĕς. Уςă урок Çĕнтер\ диктанчĕпе вĕςленчĕ. |